АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕллехи велокросс

20 марта 2010 г.

Çак кунсенче Шупашкарта юр çинче велосипедпа чупса мала тухассипе ăмăрту иртрĕ.

Ăмăртăва пирĕн районтан Патăрьелĕнчи ача-пăча спорт шкулĕн И. Калентьева ячĕпе хисепленекен Нăрваш Шăхалĕнчи уйрăмĕнчи çамрăк велосипедистсенчен йĕркеленĕ команда хутшăнчĕ. Кĕçĕн çулхисенчен П. Павлов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вăтаммисенчен чи пултарулли А. Раськин пулчĕ, хĕр ачасенчен–С. Михайлова. Аслă çулхисем хушшинче малтан ĕмĕтлен-нĕ пекех, спорт мастерĕн кандидачĕ О. Терентьева пурне те хыçа хăварчĕ, чемпионка ятне тивĕçрĕ. С. Софронов виç-çĕмĕш вырăна кăшт çеç выляса ярса тăваттăмĕш тухрĕ.

Юниорсен ушкăнĕнче те чи пултарулли пирĕн командăри Е. Григорьев пулчĕ. Женя та кăçал спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçларĕ.

Юлашкинчен судьясен коллегийĕ Нăрваш Шăхалĕнчи шкул командине «Чи лайăх команда» тесе йышăнчĕ.

В. БОРОДКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика