АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур акине хатĕрленсе

24 марта 2010 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çур акине хатĕрленесси малалла пырать. Хальхи вăхăта 1106 тонна минераллă удобрени янтăланă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлинчен 73 процент пур.

Яваплă тапхăр çитсе пынă май тракторсене, прицепсене тата хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр те кăларма тытăннă. Хатĕррисен ретне пурĕ 600 ытла техника тăратмалла, вăл шутран АПК предприятийĕсенче – 300 яхăн.

Пĕлтĕр 984 единица техникăна тĕрĕслев витĕр кăларма палăртнă, вĕсенчен 750 е 76 проценчĕ çÿреме юрăхлине ĕнентерекен документ илнĕ. Кăтарту тата пысăкрах та пулма пултарнă, анчах кивĕ, юрăхсăра тухнă тракторсене шутран кăларманни, юсав ĕçĕсене тĕплĕн туманни чăрмав кÿнĕ.

Патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр ял хуçалăх предприятийĕсенчи техникăсене кăна мар, промышленность предприятийĕсенчи тата уйрăм çынсенне те кăлараççĕ. Графика ял тăрăхĕсем çине пайласа йĕркеленĕ. Палăртнă кун тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене линейкăна тăратмалла. Хăш ялта хăçан пулассине ял тăрăхĕнчи специалистсенчен е 6-24-41 телефонпа тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика