АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат-çимĕç экологи енчен таса пултăр

24 марта 2010 г.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче агропромышленность комплексĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çирĕплĕхне ÿстерес енĕпе ĕçлекен комисси çумĕнчи ĕçлев ушкăнĕсен ларăвĕ иртнĕ.

Пухăннисем апат-çимĕç туса кăларакан тата тирпейлекен промышленноçăн 2010 çулхи январь-февраль уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Министр çумĕ С. Павлов çапла пĕлтернĕ: кăçалхи икĕ уйăхра апат-çимĕç туса кăларасси 2,7 процент ÿснĕ. Çав вăхăтрах çăкăр, макарон, алкогольсĕр шĕвексем, мороженăй, çăнăх, кăлпасси кăларасси чакнă.

Канашлура апат-çимĕçе экологи енчен таса кăларасси пирки уйрăмах çивĕч калаçу пулнă.

Культура. Модернизация отрасли культуры

А. Кокель пирки ăслăлăх конференцийĕ

Пултаруллă живописец, ÿкерÿçĕ, педагог Алексей Кокель çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Чăваш патшалăх университетĕнче Тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Украина халăх художникĕ В. Ковтун, Харьковри дизайнпа искусствăсен патшалăх академийĕн проректорĕ С. Рыбин, ЧР Культура министрĕн çумĕ В. Фошин, ЧПУ президенчĕ Л. Кураков академик, паллă художниксем, ăсчахсем, студентсем хутшăннă.

Конференцире А. Кокель ĕç-хĕлне пысăк хак панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика