24 марта 2010 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама хатĕрленетпĕр. Çĕнтерÿ кунĕ аякка кайса пынăçемĕн алла хĕç-пăшал тытса çапăçнисен йышĕ те пирĕн хушăмăртан чакнăçем чаксах пырать. Акă, районта вăрçă инваличĕсем 49-ăн юлчĕç. Ветерансен йышĕ те сахалланать. Вĕсен ĕмĕрне тем пек малалла тăсас тесен те май çук. Хăш-пĕрин суранĕсем канăç памаççĕ. Теприсен ватлăхĕ çитсе пырать. Виççĕмĕшĕсен вăхăтĕнче выçлă-тертлĕ çапăçнăран сывлăхĕ хавшанă тата ытти те. Пурăнаканнисене патшалăхĕ тимлĕх уйăрать-ха. Акă, кăçал та Çĕнтерÿ кунĕччен вăрçă инваличĕсене, ветеранĕсене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче, Финлянди, Япони вăрçисенче çапăçса пуç хунă çар служащийĕсен мăшăрĕсене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ вăрçă инваличĕсемпе участникĕсен мăшăрĕсене пĕр хутчен пилĕкшер пин тенкĕ укçа параççĕ.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕччен ултă уйăхран кая мар тылра ĕçленисене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн СССР медалĕсемпе орденĕсене тивĕçнисене вара пĕр хутчен уяв умĕн пиншер тенкĕ укçа пама йышăну кăларнă.
Çак темăпа çыхăннă ыйтусен уçăмлă-хĕсене тупас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ журналистсемпе тата вырăнсенчи пенси управленийĕн ĕçченĕсемпе селекторлă пресс-конференци ирттерчĕ. Малтанах Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Р. Кондратьева Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май пĕр хутчен паракан укçа камсене тивĕçнине ăнлантарчĕ. Тÿлевпе вырăнсенчи Пенси фончĕ тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Унтан журналистсен ыйтăвĕсене хурав пачĕ.
Пресс-конференцие ытти яваплă çынсем те хутшăнчĕç. Вĕсем кун йĕркипе çыхăннă темăпа калаçрĕç.
1945 çулхи çуркунне савăнăçлă иртнĕ. Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тунă уяв та унран кая ан пултăр терĕç.
А. ИВАНОВА.