24 марта 2010 г.
Асăрхаттаруллă ĕçсем чылай ирттеретпĕр пулин те çул çинче ачасемпе инкек пуласси пĕтмест. Кăçал пĕр инкек сиксе тухрĕ те ĕнтĕ.
Ача-пăчана çул-йĕр правилисене пăхăнма хăнăхтарас тĕллевпе кашни уйăхра «Асăрханăр, ачасем» ятпа асăрхаттаруллă мероприяти йĕркелетпĕр. Унăн тĕллевĕсем: ачасемпе çамрăксем çапкаланса çÿрессине пĕтересси, шкул ачисене çул-йĕр правилисене вĕрентесси, вĕсене хăйсен юлташĕсене çул-йĕр правилисене пăхăнма явăçтарасси.
Водительсем, аслисем! Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнăр, ачасене те çапла пулма хăнăхтарăр.
С. КУЗНЕЦОВ, ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.