24 марта 2010 г.
Район прокуратурине Патăрьел районĕнчи патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕн ыйтăвĕ кĕчĕ. Вăл Пикшик ял поселенийĕн культурăна аталантарас тата халăх пултарулăхĕ енĕпе ĕçлекен центрне тĕрĕслесшĕн. Тĕрĕслеве Хирти Пикшикри граждансен çырăвĕпе никĕслеççĕ. Çырура палăртнă тăрăх, çак культура учрежденийĕ çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Прокуратура ирттернĕ тишкерÿ тĕрĕслев ирттерме кирлĕ маррине кăтартса пачĕ. Хирти Пикшикри культура çуртне тĕпрен юсама проектпа смета докуменчĕсем хатĕр. Пушара хирĕçле саккунсене пăснине тÿрлетмелли сроксем иртсе кайман. Çынсен пурнăçĕшĕн хăрушă сăлтавсем те тупăнмарĕç.
Çаксене шута илсе Патăрьел районĕн прокуратури Госпожнадзор уйрăмне планпа пăхман тĕрĕслев ирттерме ирĕк памарĕ. В. ЯГУДИН,
район прокурорĕн çумĕ.