АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕсене тивĕçекен тÿлев

24 марта 2010 г.

Çĕр çинчи кирек мĕнле вăрçă та çухатусăр пулмасть. Фашистла Германин çарĕсем пирĕн Тăван çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕни истори страницине çырăнса юлчĕ. Пиншер салтак вăрçă хирне выртса юлнине, хуласемпе ялсем арканса çĕрпе танлашнине, пĕр айăпсăр ачасем, аслисем пурнăç синкерлĕхне пула выçăпа вилнине тата ыттине паян нимĕнпе саплаштарма çук. Йывăрпа, вăрах вăхăт хушши çапăçса çĕнсе илнĕ Çĕнтерÿ кунĕ çулсеренех аякран аякка юлса пырать пулин те, унăн ахрăмĕ пуринчен ытла вăрçă ветеранĕсен асĕнчен каймасть. Анчах шел, кăкăр тулли медаль-орден çакнă аслă пиччесемпе аппасен йышĕ сайралнăçемĕн сайралса пырать. Паянхи куна 5388 çынлă пысăк Шăнкăртам ялĕнче те вăрçă хăрушлăхне хăй куçĕпе курнă, алла пăшал тытса тăнăç пурнăçшăн Çĕнтерÿ кунĕчченех кĕрешнĕ 11 ветеран çеç юлнă. Вĕсенчен çулĕпе чи асли Рафгат Мухамедович Сингатуллин капитан. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарчĕ.

Пурнăç тинĕсĕ никамшăн та тикĕс мар темелле. Рафгат абый та çакнах çирĕплетрĕ. Шăпа ăна тăшманпа çеç мар, пурнăç пăрнăçĕнчи йывăрлăхпа та темиçе хутчен куçа-куçăн тăратнă. Рафгат Мухамедовичăн ашшĕ-амăшĕ Елчĕк районĕнчи Сăрьелтен пулнă. Самана тивлечĕ çак çемьене Астрахане илсе çитернĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕ унта тĕпленме шутламан. 1929 çулта пĕринчен тепри пĕчĕк тăватă ачапа тăван яла куçса килнĕ. Ултă çынлă пысăк çемьен тÿрех ăçта каймалла-ха; Камăн хÿтлĕхне кĕрсе вырнаçмалла; Самани те шăпах пăтраннă вăхăт. Пĕрисене раскулачит тăваççĕ, теприсене сăлтавсăр-мĕнсĕр «çылăха» кĕртсе ялтан хăваласа кăларса яраççĕ... Вĕсен телейне тенĕ пек, пĕр тăванĕн çемйи урăх çĕре куçса каять. Сингатуллинсем вара çак пĕчĕк çурта вырнаçса юлаççĕ. Аякри çĕртен çири кĕпе-йĕмпе çеç килсе кĕнĕскерсем, пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек пурлăхне пуçтараççĕ, выльăх-чĕрлĕхне ĕрчетеççĕ...

Рафгат Мухамедович ача чухнех пысăк ĕмĕтлĕ пулнă. Çак сăлтавпах ĕнтĕ вăл ялти çичĕ класлă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн малалла пĕлÿ илес тĕллевпе Шăнкăртамри колхоз çамрăкĕсен шкулне кĕнĕ. Виçĕ çул вĕреннĕ вăл кунта. Анчах алла аттестат илнĕ хыççăн пурнăç çулĕ çине тухма чăрмантаракан сăлтавсем пулсах тăнă.

1939 çулхи майăн 9-мĕшĕнче ашшĕ, империализм вăрçин участникĕ, çамрăклах пурнăçран уйрăлать. Çемье хуйхине, йывăрлăха çĕнтерсех каччă хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме Хусанти педагогика институтне, физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Юратнă специальноçа алла илес тесе вĕренмелле те вĕренмелле пек, анчах каллех чăрмав. Амăшĕ килте йывăр чирлĕ, шăллĕ те аслă шкулта вĕренет. Рафгатăн вара тепĕр чухне хваттер укçи тÿлеме мар, тăраниччен çăкăр çиме те укçа çитмен. Пĕр курка кĕселпе çырлахнă вăхăтсем мĕн чухлĕ пулман-ши студентăн; Каччă йывăрлăха парăнтараймасăр яла таврăнать. Тутар Тимешĕнче ĕç стажне пуçлать, кĕçĕн класс ачисене вĕрентме вырнаçать. Педагогика коллективĕнче икĕ çул ĕçлесе хăнăхнă хыççăн унăн пурнăçĕ малалла салтак тивĕçне пурнăçланипе çыхăннă. Вăрçă пуçланнă çулхи çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче ăна çак шкултанах лашапа салтака ăсатнă. Канашран пайласа янă хыççăн тутар каччи Курск облаçне лекет. Ăна тÿрех танк училищине илнĕ. Тем сăлтавпа вĕсене, çар училищин ачисене, поездпа Çĕпĕре куçарнă чухне шăпах нимĕç фашисчĕсен çарĕсем пирĕн çĕр-шыва тапăнса кĕнĕ...

Пĕрремĕш хут вăл Курскпа Орел хулисемшĕн пынă пысăк çапăçăва хутшăннă. Каярахпа Украина çĕр-шывĕнчи хуласене ирĕке кăларнă.

Вăрçăра пурнăçпа вилĕм хушшине çакланнă самантсем ветеранăн пайтах пулнă. Винница çывăхĕнче ыттисемпе пĕрлех тыткăна çакланассинчен хăтăлса юлни те телей темелле. Тĕп сакайсенче пытанса ларнă салтаксем нимĕçсем лăпланнă хыççăн тепĕр темиçе кунтан çеç ирĕке тухса хаш! сывласа янă. Камăн-ха çав ирсĕрсен мăшкăлне тÿсес килтĕр;

Вăрçă ахрăмĕ пирки калаçу пуçарсан аксакал тÿрех хăйĕн пĕрремĕш разведкине аса илчĕ:

– Пире, виçĕ салтака, коляскăллă мотоциклпа нимĕçсем ăçталла вырăн тупнине пĕлме разведкăна ячĕç. Вĕсем сулахай енчех юлнă иккен, эпир çакскерсене асăрхамасăр иртсе кайнă та сăрт çине хăпартăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ тăшмансем пире татти-сыпписĕр пеме пуçларĕç. Мотоцикл кустăрми шăтса анса ларчĕ, çаврăнса ÿкрĕ. Водитель те аманчĕ... Эпĕ, ун хыçĕнче ларса пыраканскер, çак хăрушлăхран тухаймастăпах пуль тенĕччĕ... Чаçе каялла çитсен пăхатăп та çурăм хыçне çакнă кутамккана темиçе çĕртен те тăшман пульли шăтарнă. Унти япаласем те шăтăк-шатăк. «Вăт ку, телей!» шутларăм хам ăшра, – каласа парать ветеран.

Çĕнтерĕве Рафгат Мухамедович Берлинта кĕтсе илнĕ. Нимĕçсем хăйсем парăннине пĕлтернĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн та вĕсене çар тумне часах хывтарман, 1947 çулччен Чехословакинче службăра пулнă. Çак хушăра вара вăл çемье пурнăçне улăштарнă, яла отпуска килсен авланнă. Мăшăрĕн вăхăтлăха салтак арăмĕ пулма та тивнĕ. Каярахпа вара çемье пурнăçне Шăнкăртамра малалла тăснă. Вăрçă хыççăн куçăмсăр майпа историка вĕреннĕ вăхăтрах Шăнкăртамри шкулта ачасене вĕрентнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех педагогра тăрăшнă вăл. Вăхăтĕнче хастар общественник пулнăскер, паян та шкулта йĕркелекен паттăрлăх урокĕсенче çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе хăйĕн пурнăçĕнчен нумай тĕслĕх илсе кăтартать. Тĕл пулусенче вара вăл кăкăр тулли наградисенчен пуринчен ытла «Паттăрлăхшăн» медале мала хунине калать.

90 çулхи аксакал паян Рашид ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ытти виçĕ ачи хăйсем урăх çĕре тĕпленнĕ. Ачисенчен Гельфизе Рафгатовна ашшĕн çулĕпе кайнă. Вăл Ыхра Çырми шкулĕнче ют чĕлхене вĕрентет. Вăл çеç те мар-ха, Гельфизе аппа ашшĕ пекех темиçе çул ĕнтĕ килте вĕлле хурчĕсем тытать.

– Атте пирĕншĕн ĕмĕр тăрăшшĕпех ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Вăл нихăçан та сиенлĕ йăла-йĕркепе çыхланман. Ырă кăмăллă, сăпайлă, ял-йышра хисеплĕ. Хăйĕн çулне пăхмасăрах вăл паян та физкультура тăвать, уçă сывлăшра уçăлса çÿрет. Çĕр çулхи юбилейччен пурăнтăрахчĕ пирĕн аттемĕр, бабайăмăр, – теççĕ пĕр шухăшлăн Рафгат Мухамедович Сингатуллинăн ачисемпе мăнукĕсем.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика