24 марта 2010 г.
Канадăри Ванкуверта черетлĕ паралимпиада вăййисем иртрĕç. Унта Раççей команди ăнăçлă ăмăртрĕ. Украина команди те палăрчĕ. Çак çĕр-шыв командинче пирĕн ентеш Патăрьел чăвашĕ Владимир Михайлович Иванов тренер те пур. Вăл хатĕрленипе тата ăмăртура йĕлтĕрçĕне ертсе пынипе малтан ылтăн медале, унтан бронза тата кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Çакна палăртмалла: куç курманнисене трассăра тренер малта чупса ертсе пырать. Медале вара тренера та, спортсмена та параççĕ.
В. Иванов Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Каярах Харьковра Олимп резервĕсен училищине, физкультура институтне пĕтернĕ. Тренер ăсталăхне ординату-рăра вĕренсе алла илнĕ. В. Иванов Америкăри Солт-Лейк-Ситири Олимпиадăра 30 километра йĕлтĕрпе чупса малти вунă спортсмен шутне кĕнĕ. Туринри паралимпиадăра тренер пулса ылтăн медаль илнĕ пулнă.
С. САФЬЯНОВ.