24 марта 2010 г.
Çакна тĕпе хурса ĕçлет Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти пуçламăш классен учительници А. Тукмакова.
Çурт тума никĕсрен пуçăнаççĕ. Пĕлÿ илессине çакăнпах танлаштарасшăн эпĕ. Пуçламăш класра тăрăшса вĕренни малашлăхра çул уçать. Класа алăк уçса кĕнĕренпе Алевтина Георгиевнăн виççĕмĕш теçеткене кайрĕ. Çак шкултах пĕлÿ пухнă вăл. Професси суйласа илме амăшĕ пулăшнă тăр. Мария Александровна хăй те тивĕçлĕ канăва педагогран тухнă. 30 çул ытла ачасене вĕрентнĕ.
– Темшĕн йăмăкпа иксĕмĕр те учитель ĕçне суйласа илнĕ эпир. Халĕ уншăн пĕртте ÿкĕнместпĕр. Ĕç хăнăхăвне, вăрттăнлăхĕсене, чăтăмлăха анне ытларах панă ĕнтĕ пире, – сăмах хушать А. Тукмакова.
Надежда Георгиевна та пуçламăш классенех вĕрентет. Вăл Кивĕ Ах-пÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлет. Çакна та палăртмалла. Аппăшĕпе йăмăкне пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлеме аван. Иккĕшĕ те иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тăваттăмĕшсене кăларчĕç. Пуçламăш классен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕсене те пĕрле пухăнаççĕ.
– Шкулта вĕреннĕ чухне анне йĕри-тавра ача хĕвĕшетчĕ. Пĕри теприне пÿле-пÿле калаçатчĕ. Çупăрлаттаратчĕ. Кĕвĕç туйăм та çуралатчĕ тепĕр чухне. Халĕ хамăр йĕри-тавра сырăнаççĕ. Мĕн çини, тăхăнни, выляни, вулани, çывăрни таранчченех каласа параççĕ. Итлеме те кăмăллă. Хăйне евĕр пĕр енлĕ урок. Ачасен хутшăнăвĕ ÿсет. Ытларах сăмах усă курма тытăнаççĕ. Каласа пама вĕренеççĕ. Тавра курăма анлăлатаççĕ. Сăнлама вĕренеççĕ тата ытти те, – калаçать Алевтина Георгиевна.
Малтанхи çулсемпе танлаштарсан ĕç ăсталăхĕ чылай ÿснĕ унăн. Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк специалист Каншелĕнче ĕç практикине илчĕ. Тăватă çултан Çĕнĕ Ахпÿрте килчĕ. Пĕрремĕш выпусксем хăйсем алла аттестат, диплом илсе пурнăç çулĕ çине тухнă ĕнтĕ. Ялти шкулта, Па-тăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансем пур. Ю. Бородова, А. Плешков мĕн кĕçĕн класранах «пиллĕк» паллăсем çеç илнĕ. Халĕ те отличниксем.
Педучилище шайĕнчи пĕлÿпе çырлахса ларман А. Тукмакова. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе алла тепĕр диплом илнĕ. Пĕрремĕш категориллĕ специалист вăл. Шкул дирекцийĕн, районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Пуринчен ытларах хисепĕ вара – ачасен тавĕ. Аслăрах çулхисем шкула килсессĕн ун патне кĕмесĕр каймаççĕ. Пиллĕкмĕш класа куçакансем те пĕрремĕш учительницинчен йывăрпа уйрăлаççĕ.
Вĕрентÿпе пĕрлех обществăлла ĕçсене те ÿркенмесĕр туса пырать Алевтина Георгиевна. Шкулти профсоюз организацийĕн ертÿçи вăл. Ушкăнпа йĕлтĕрпе ăмăртаççĕ-и, шашка-шахмат сĕтелĕ хушшине лараççĕ-и, концерта хатĕрленеççĕ-и – айккине юлакан çук. Вĕрентекен çулне уçнă май ялти клубра коллектив пултарулăхне те кăтартрĕ.
Пуçламăш классен учительницисен ĕç стажĕ пĕрин те сахалах мар. О. Тукмаковăпа, М. Быковăпа кирек хăш ыйтăва та татса пама пулать. Ачасем хушшинче ăмăртусем йĕркелеççĕ. Мероприятисене аш-шĕ-амăшне явăçтараççĕ. Мăнукĕсен малашлăхĕ те кăсăклантарать теприсене. Акă, ясли-садра ĕçлекен И. Степанова шкул мероприятийĕсенчен пĕрре те пăрăнмасть. Вадимпа пĕрле юрлама-ташлама ăста.
Класс тулашĕнчи конкурссенче палăрнă ачасем районтисене хутшăнаççĕ. Алевтина Георгиевна хăй те çавах. «Самый класный класный» конкурс та унăн пурнăçĕнче йĕрсĕр юлмарĕ.
Вĕренекенсен юратăвĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕн хисепĕ пулсан тата мĕн кирлĕ. Çавăнпа пурнăçне пĕтĕмпех шкулпа çыхăнтарнă та ĕнтĕ вăл.
А. АСТРАХАНЦЕВА.