24 марта 2010 г.
Çĕньялти вăтам шкулта оборонăллă-массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ иртрĕ. Шашка турнирне, волейбол вăййине, тĕл перекенсен, армрестлинг, кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвне, кĕçĕннисен «Хаваслă стартне», районти тата республикăри ăмăртусене вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсенче Д. Павлов, А. Ершов, М. Макарова (5-мĕш класс), К. Нестеров, А. Миронов, А. Елимова, А. Ухварин, Н. Елимова (6-мĕш класс), Е. Елимова, Н. Фомина, Д. Нестеров, С. Шакин (7-мĕш класс), Н. Петрова, К. Ершова, А. Петров, П. Кузьмин, И. Тямин (8-мĕш класс), О. Пазитова, А. Антипова, М. Ершов, В. Ларионов (10-мĕш класс), Д. Денисов, Н. Елимов, К. Никитин, Н. Макаров (9-мĕш класс), С. Нестерова, К. Ильин, А. Елимов, Д. Карлинов (11-мĕш класс) призлă вырăна тухма пултарчĕç, дипломсемпе грамотăсене тивĕçрĕç.
Уйăхлăхра çĕр-шыв хÿтĕлевçине халалланă класс сехечĕсем иртрĕç, арçын ачасенчен чи маттуррисемпе пултаруллисене палăртрĕç. Аслă классенче вĕренекен ар-çын ачасем хушшинче «Айтăр-ха, каччăсем!» вăйă-конкурс пулчĕ. Пулас салтаксем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç. 10-мĕш класс команди çĕнтерÿçĕ пулчĕ. II вырăнта – 11-мĕш класс, III вырăнта – 9-мĕш класс командисем.
5-8-мĕш классенче вĕренекенсем валли те спортпа вăйă уявĕ йĕркелерĕмĕр. Конкурссенче çаврăнăçулăхпа пултарулăх кăтартса 7 тата 8-мĕш классен командисем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. 5-мĕш класра вĕренекенсем – II вырăнта, улттăмĕшсем – III вырăнта.
Шкулĕпех кĕтекен вăйă вăл – «Зарница». 5-8-мĕш, 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем икĕ батальона пайланчĕç: «симĕссисем» тата «кăваккисем». Командирĕсем: К. Ильин тата М. Ершов. Карттă тăрăх маршрутпа кайса килнĕ хыççăн уйрăм конкурссем пуçланчĕç: хире «минăсенчен» тасатасси, «крепоçа илесси», «аманнисене» пулăшу парасси, радистсен конкурсĕ, йĕлтĕр эстафети тата ытти те. «Чи тутлă» конкурс – пытарса хунă «мула» тупасси. Топографи пĕлмелле. «Кăваккисем» кунта правуртарах пулчĕç. «Чи техĕмлĕ те илĕртÿллĕ» конкурс вара – юр çинче хуран çакса салтак апачĕ пĕçерсе çиесси. Апат шăрши таврана сарăлса сăмсана кăтăклать. Эх, тутлă-çке вĕри шÿрпе те техĕмлĕ чей!
Кĕçĕн классем «Зарничка» вăйăра ăмăртрĕç. «Минăсем» шырарĕç, «крепость» купаларĕç, çунасемпе эстафета турĕç, канат туртрĕç. Пытарнă «мула» «кăваккисен» батальонĕ тупрĕ, вĕсемех вăйăра çĕнтерÿçĕ пулчĕç. Кунта батальон командирĕн Д. Нестеровăн тÿпи пысăк. «Симĕссисен» ертÿçи С. Шакин та хăйне командир пекех кăтартрĕ.
М. МАДЮКОВА,
шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.