АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В. И. Маркиданов ячĕпе эстафета

24 марта 2010 г.

Эстафетăна сăмах каласа Патăрьел район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов уçрĕ. Çакăн пек йĕлтĕр ăмăртăвĕ нумай иртнине асăнчĕ, йышлă спортсмен хутшăннине палăртрĕ. Ăмăртуçăсене йĕлтĕр йĕрĕ çинче ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăх сунчĕ.

«В.И. Маркиданов йĕл-тĕрçĕ-спортсмен, шел пулин те, иртнĕ çул июнь уйăхĕнче пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлчĕ. Хăйĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçласа ĕлкĕреймерĕ пулин те унăн спорт ĕçне ачисем Володя, Саша, Женя, Ваня, Людмила малалла тăсаççĕ, эстафета йĕркелеççĕ», – терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ тата тренерĕ В. Бородкин хăйĕн спортри юлташне аса илсе. Спорт ветеранĕ Ф. Фазуллин та В.И. Маркидановпа пĕрле ăмăртнă самантсене аса илчĕ.

Эстафетăна шкул-сада çÿрекен ачасем уçрĕç. Данил Краснов, Рома Чашкин, Дима Багринцев, Настя Сорокина, Диана Маркиданова маттуртарах пулчĕç. 3-4-мĕш классенче вĕрене-кенсенчен А. Чашкин, Д. Маркиданов, В. Кольцов, А. Краснова (Еншик), К. Краснова мала тухрĕç. Тата аслăраххисенчен В. Иванов (Еншик), А. Чашкин, В. Кольцов, Нăрваш Шăхаль хĕрачисем – С. Михайлова, Е. Николаева, А. Михайлова 1-3-мĕш вырăнсене пайларĕç. В. Афанасьев, А. Бородкин, А. Салеев, В. Сергеев (пурте Н. Шăхальсем) ыттисенчен малта пулчĕç.

9-11-мĕш классенче вĕ-ренекенсенчен Николайпа Владимир Павлов йĕкĕ-решсем, В. Марлынов мала тухрĕç (Первомайскисем).

Ветеран йĕлтĕрçĕсен хушшинче Н. Григорьев (К. Арапуç) 1-мĕш, Н. Васильев (Еншик) – 2-мĕш.

Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Нăрваш Шăхаль 1-мĕш (командăра Д. Филиппов, М. Филиппова, Д. Лаврентьев, Н. Михайлова, В. Черноглазов), Çĕньял – 2-мĕш (М. Ершов, М. Пазитова, Н. Макаров, К. Ершова, Н. Елимов) вырăн йышăнчĕç.

Ял поселенийĕсен ушкăнĕнче Маркидановсен çемйи (Володя, Иван, Татьяна, Евгений Маркидановсем, Людмила Базманкина) 1-мĕш, Пикшик ял поселенийĕ (Н. Иванов, Е. Краснова, А. Кузьмин, Н. Кузьмина, С. Фролов) – 2-мĕш, Нăр-ваш Шăхаль ял поселенийĕ (А. Никитин, С. Иванова, В. Михайлов, С. Эриванова, Ю. Осипов) 3-мĕш вырăнта.

В.И. Маркиданов ячĕллĕ парнесене, Хисеп хучĕсемпе Дипломсене Чăваш Республикин йĕлтĕр Федерацийĕн председателĕ хамăр ентеш А. Ундеров, Шупашкарти биатлон спортшкул тренерĕ, ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пиччĕшĕ А. Николаев (Нăрваш Шăхаль), икĕ хут СССР спорт мастерĕ Т. Маркиданова (Горбунова) спорт ветеранĕ Ф. Фазуллин тата ачисем пачĕç.

В. БАЗМАНКИН,

ăмăрту судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика