АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунлăха, ăс-хакăла çĕклекенсен кунĕ

27 марта 2010 г.

Мартăн 25-мĕшĕнче Культура ĕçченĕн кунĕ пулчĕ. Уява районти культура ĕçченĕсем те паллă турĕç. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртнĕ ларура вĕсене район пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Ялуков, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н. Мазякова тата ыттисем те саламларĕç.

Район пуçлăхĕ Н. Глухов хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ:

– Культура учрежденийĕсем халăх ăсталăхне, ял культурине аталантарас енĕпе тĕп вырăн йышăнаççĕ. Паян тĕслĕх библиотекăсен меслечĕсемпе анлăн усă куратпăр. Халĕ вулакансем çĕнĕ информаци технологийĕсене алла илме пултараççĕ. 2009 çулта районти культура учрежденийĕсене реструктуризацилесси вĕçленчĕ. 18 ял поселенийĕн территорийĕнче юридици сăпатлă «Культурăпа халăх ăсталăхне аталантаракан центр» муниципаллă учрежденисем туса хунă. Çакă хăйĕн уссине пама тытăнчĕ ĕнтĕ. Малашлăхра: ку чухнехи музей йĕркелесси, туризма аталантарасси тата ытти те.

Н. Глухов нумай нациллĕ районта нумай наци культурине аталантарасси пысăк тĕллев пулнине те асăнчĕ.

Культура ĕçченĕсен уявне паллă тунă май «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурс иртнĕ. Савăнăçлă ларура унта çĕнтернисене чысларĕç. Конкурсра Хирти Пикшикри халăх театрĕн режиссерĕ Д. Салахова – пĕрремĕш, Çĕнĕ Ахпÿртри центр методисчĕ И. Степанова – иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи халăх театрĕн художник-постановщикĕ И. Егорова виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Савăнăçлă лару хыççăн культура ĕçченĕсем «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче тĕрлĕ ăмăртура, конкурсра тупăшрĕç.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика