27 марта 2010 г.
Патăрьелĕнчи тĕп район больницин участокри врач-терапевчĕ Оксана Токмакова (ÿкерчĕкре) Пĕтĕм Раççейри IX «Чи лайăх врач» конкурса хутшăнса призлă вырăн йышăннă.
О. Токмакова кунта 1994 çултанпа ĕçлет. Коллективра тата пациентсем ăна ĕçре ăста, яваплă пулнипе пĕлеççĕ. Вăл чирлисене сиплемелли ку чухнехи меслетсемпе усă курать. Халăха диспансеризацилес, иммунизацилес ĕçсене хастар хутшăнать, чирлисемпе тĕрлĕ енлĕ занятисем йĕркелет.
Пĕтĕм Раççейри IX «Чи лайăх врач» конкурс призерĕсене апрелĕн 2-мĕшĕнче Мускавра чыслаççĕ.
Пĕлсе тăма: Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх врач» конкурса РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви, Сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕ 2001 çултанпа ирттереççĕ. Вăтăр номинацире 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене укçан хавхалантараççĕ.
А. АЛЕКСЕЕВ.