АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĕР КИЛТЕ ИКĕ СТИПЕНДИАТ

27 марта 2010 г.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче ĕçлекен çамрăксене тупма хĕнтерех. Шалу сахаллипе, вăхăтра тÿлеменнипе те çыхăннă ĕнтĕ, çав вăхăтрах вăй хума та манса пыратпăр пуль. Ленин ячĕллĕ агрофирмăра тăрăшакан Т. Петрова çăмăл пурнăç шыраса çÿрес темен, тăван хуçалăхрах тимлеме тытăннă. Малтанласа «Хурăнлăхри ырлăх» столовăйĕнче ĕçленĕ, каярахпа пахча çимĕç ÿстернĕ çĕрте вăй хума пуçланă. Агрофирмăра Таня çиччĕмĕш çул тăрăшать. Эпир пынă чухне те Т. Петрова çĕр улми суйланă çĕртеччĕ. Шăпах кăнтăрлахи апата кайма хатĕрленнĕрен ăна ĕçрен уйăрма тивмерĕ, пушă вăхăтпа усă курса хăйĕнпе кĕскен паллаштарчĕ.

Таня Алманчăрах çуралса ÿснĕ, вĕсем пиллĕкĕн пĕртăван. Амăшĕ агрофирмăра вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă, ашшĕ хальхи вăхăтра фермăра тăрăшать. Çак ял каччипе, хăйсенчен инçе те пурăнман Э. Петровпа çемье çавăрнă. Вĕсем пĕр хĕр пăхса ÿстереççĕ. Сăмах май, мăшăрĕ Эдик та 2004 çулта Чăваш Республика Президенчĕн стипендиачĕ пулнă.

– Эдик стипенди илнĕ çулхине шăпах Зарина кун çути курчĕ. Вăл укçа пирĕншĕн питĕ вырăнлă пулчĕ тата асăнмалăх холодильник илтĕмĕр.

Эпĕ кăçал стипендиат пулнине пĕлсен мăшăрăм шутсăр савăнчĕ, хуçалăхра ĕçлекенсене хисеплени хамшăн та пысăк чыс, – тет Таня хăйĕнпе паллаштарнă май.

Ял хуçалăх предприятийĕсем çамрăксене стипенди илме пулăшни хăйех хавхалану кĕртет, малалла тăрăшарах ĕçлеме хистет. Çитес çул стипендиатсен йышĕнче ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем тата та ытларах пулсан аванччĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика