27 марта 2010 г.
«Труд» ял хуçалăх кооперативĕ кашни çулах çĕр улмине пысăк лаптăкра çитĕнтерет.Пĕлтĕр 151 гектар йышăннăччĕ, гектартан вăтамран 165 центнер тухăç пухса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» вăрлăхĕ, сутлăх валли ятарлă подвалсем тунă. 2009 çулта кассăна укçа кĕртес тĕллевпе 1830 тонна управа хунă.
Çĕр улми мĕнле хĕл каçнине бригадирсемпе специалистсем сăнасах тăраççĕ. Сивĕ чухне ăшăтма генераторсем вырнаçтарнă.
«Иккĕмĕш çăкăра» туянакансем кăçал хĕлĕпех пулчĕç. Хуçалăх ĕçченĕсем Мускава ăсатса тăчĕç. Укçа кĕнĕ май вăй хуракансемпе те хуçалăх çийĕнчех татăлса пычĕ, çавăнпах ĕнтĕ куллен 30-35 çын ĕçе тухать.
Б. КОШКИН.