27 марта 2010 г.
Çурхи шыв-шур сарăлнă вăхăтра район харпăрлăхĕ шутланакан çулсене çĕмĕрĕлесрен сыхласа хăварас, çул-йĕр хăрушсăрлăхне чакарас тĕллевпе пысăк йывăрăшлă груз турттаракан автомашинăсене вăхăтлăха çÿреме чараççĕ. Кăçал çак тапхăр апрелĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа майăн 7-мĕшĕччен пулать. Анчах та çакна та палăртса хăвармалла. Çулпа çÿреме ирĕк паман паллă хăш-пĕр автотранспорта пырса тивмест. «Аварийная», «Техпомощь» паллăллисем, заводран илсе килекен çĕнĕ автомашинăсем, чрезвычайлă лару-тăрăва парăнтарма, пассажирсене илсе çÿреме кăларнă ятарлă техникăсем, çур акипе çыхăннă материалсене, аш-какай валли выльăх-чĕрлĕхе завода турттаракан автомашинăсем çав паллăна пăхăнмаççĕ.
Асăннă тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярассишĕн райадминистрацин строительствăпа обществăллă инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пай, Патăрьелĕнчи ДРСУ, райшалĕçпайĕн ГИБДД уйрăмĕ яваплă.