27 марта 2010 г.
Мартăн 25-мĕшĕ – Культура ĕçченĕн кунĕ. Çав ятпа Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров республикăри культурăра вăй хуракансене ăшшăн саламланă.
«Эсир тăрăшнипе Чăваш Ен халăхĕн пуян та хăйне евĕрлĕ культури аталанăвăн пысăк пĕл-терĕшлĕ ресурсĕ, республика ят-сумĕн ырă пайĕ пулса тăрать. Чаплă театрсемпе музейсем пирĕн тăрăхра пурăнакансене тата хăнасене искусствăпа истори ахахĕсемпе çывăхлатаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери фестивальсем, халăх музыкипе опера, балетпа кино çăлтăрĕсене Чăваш çĕрĕ çинче пухаканскерсем, йăлана кĕчĕç. Ялсенчи клубсен, тĕслĕх библиотекăсен тата физкультурăпа спорт комплексĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк», – тенĕ саламланинче. Президент культура ĕçченĕсене çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, творчествăллă ăнăçусем суннă.