27 марта 2010 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине уявлассипе хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.
Ларура ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова уяв умĕн палăксемпе обелисксене çĕнетес, вăрçа хутшăннисене пытарнă вырăнсене тирпейлес тĕллевпе тăвакан ĕçсемпе паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх Аслă вăрçăпа, ытти çапуçăпа çыхăннă асăну вырăнĕсемпе сооруженийĕсен реестрне хатĕрленĕ. Унта – 1010 объект.
Республикăри çар ĕç комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Исаев Çĕнтерÿ парадне хатĕрленни çинчен каласа панă.