27 марта 2010 г.
Вĕрентекен çулталăкĕ старт илнĕренпе виççĕмĕш уйăх. Учитель обществăра мĕнле вырăн йышăннине палăртас тĕллевпе хаçат страницисенче материалсем пичетлесех тăратпăр. Малашлăхра та вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем, хушма пĕлÿ илесси, педагог ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пулĕçех вĕсем. Паянхи номерте вара Кзыл Чишмари лара-тăра пĕлмен пĕр учительпе А. Салимгереевпа (ÿкерчĕкре, сулахайри) сăмах пуçарасшăн. Вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулин те аптрамасть-ха ветеран, шкул ачисемпе куллен алăка уçса класа кĕрет.
– 1969 çулта ĕçе пуçăннă. Малтан направленипе Ишлĕри вăтам шкула ячĕç. Унтан Алманчăра, Красномайскинче вĕрентрĕм. 1998 çултанпа – Кзыл Чишмара. 15 çул шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм.
– Арыслан Сафагереевич, эсир урокшăн çеç шкула утманнине пĕлетĕп...
– Тĕрĕсех. Шкулта тÿлевлĕ ĕçлекен пĕр спорт кружокĕ те çук. Секцине çÿрес текенсем йышлă. Мĕншĕн ачасен кăмăлне хуçмалла; Ĕçĕн тĕшши пулатех-çке. Тĕрлĕ çулта Первомайскинче, Нăрваш Шăхалĕнче, Алманчăра хĕрачасен волейбол команди пĕр хутчен çеç мар çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Районта иртекен ĕçпе юрă уявĕнчен те парнесĕр таврăнман. Турнирсенче те волейбол вăййине вырăна хурса хаклаççĕ. Урампа урам хушшинче ăмăртусем ирттерме те кăмăллă.
– Массăллă оборонăн тата спорт ĕçĕн уйăхлăхне хутшăнса иртекен мероприятисен планĕнче те малта тăрать ĕнтĕ волейбол.
– Çапла. Унсăр пуçне «Çĕр-шыв хÿтĕлевçи» темăпа ÿкерчĕксен конкурсĕ ирттертĕмĕр. Çарпа патриотла юрăсен конкурсĕ, «Айтăр-ха, каччăсем», «Атте, анне, эпĕ – спорт çемйи» конкурс, ветерансен тĕл пулăвĕсем тата ытти те.
– Мероприятисене кашнинех хутшăнатăр. Вĕсемсĕр пуçне хими, физика предмечĕсемпе алла аттестат илме хатĕрленекенсемпе консультацисем ирттерме те вăхăт тупаятăр.
– Мĕнле хирĕçлейĕн. Хамăр вĕрентнĕ ачасем-çке. Ют ялти шкула каçчен ларса юлаймаççĕ. Кирлĕ сĕнÿсем парса пулăшайни те савăнтарать. М. Насретдиновпа А. Аллямова халĕ ку енĕпе аслă шкулта пĕлÿ пухаççĕ.
– Арыслан Сафагереевич, сирте энтузиазм пысăк пулнине пĕрле ĕçлекенсем те палăртаççĕ.
– Шалтан тапса тăраканскере пытараймастăн ĕнтĕ. Химипе тата биологипе районти предмет олимпиадисене хутшăнма сахал мар ача хатĕрлетпĕр. Призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
– Обществăлла пурнăçа хутшăнма та ÿркенместĕр.
– Ял тăрăхĕн депутачĕ-ха ĕнтĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх (колхоз е кооператив) çук. Пулăшу ыйтма килекенсене пултарнă таран сĕнÿ пама тăрăшатăп.
– Ĕçе пĕччен тăваймастăн-ха ĕнтĕ. Ушкăн вăйĕ те кирлĕ.
– Тĕрĕсех. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Хăй вăхăтĕнче Афганистанра службăра тăнă çыннăн пурнăçĕ кайран вăхăтсăр татăлнăччĕ. Çулсем иртни те манăçа кăлармарĕ. Воин-афганецсем аякранах çул ылмашăвне ушкăнпа килчĕç. Çав ятпа шашка-шахмат, волейбол турнирĕсем иртрĕç. Шкула волейбол мечĕкĕсем парнелерĕç. Вил тăпри çине палăк лартрĕç.
– Арыслан Сафагереевич, эсир калаçура шкул коллективĕ туслă пулнине палăртатăр. Ĕçри ăнăçу çемьери лару-тăруран та килетех ĕнтĕ.
– Мăшăрăм, Халвэрия Зейнулловна, ăнланни те паха. Тивĕçлĕ канура вăл. Пурнăç лайăх. Хула условийĕсем яла çитнĕ. Виçĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Хĕр ача ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Тепри Мускав облаçĕнчи пĕр ача сачĕн воспитателĕ. Виççĕмĕшĕ – хирург. 6 мăнук çитĕнет. Халиччен мĕн пур вăй-халăма ĕçшĕн пама пултарнине сая ярас килмест. Вăхăтăм çителĕклĕ. Ирхине те, каçхине те шкула утма май пур. Вĕренекенсем аслисенчен тĕслĕх курса ÿсчĕр çеç.
Хăйне мăнна хумасть А. Салимгереев. Ĕçĕпе мухтанмасть, çавăнпа хисеплеççĕ те ĕнтĕ коллективра. Шкул ертÿçи вара аслисем пирки учительсен ылтăн ăрăвĕ пулнине палăртать.
А. АСТРАХАНЦЕВА.