27 марта 2010 г.
Ку ĕç 1942 çулта пулса иртрĕ. Арçынсен ытларах пайĕ вăрçа кайнă. Акă, 1924 çулта çуралнă арçын ачасен салтак тумĕ тăхăнма ят тухрĕ. Вĕсем хушшинче манăн тете – Иннокентий Владимирович Тихонов та пур. 12-ĕнччĕ вĕсем – алла повестка илнисем. Уйрăлу каçне вăрман хуçалăхĕ патĕнчи çырма урлă хывнă тусах пĕтереймен кĕпер çинче ирттерчĕç. Çав каçхинех Петр Шемякинпа Анюк ятлă хĕрача пĕрлешсе çемье çавăрчĕç. Анчах вĕсен юратăвĕ ытла та кĕске пулчĕ. Тепĕр кунхине ирхине 8 сехетрех унăн мăшăрне те ыттисемпе пĕрлех вăрçа ăсатрĕç.
Малтанах пулас салтаксене вăрçă ĕçне хăнăхтарма Красноармейски районĕнчи Траки ятлă яла илсе кайнă. Пиртен вăл ял 90 çухрăмра вырнаçнă. Унта вĕсем тăватă уйăх тăнă. Аннесем унта виçĕ хутчен апат леçме кайрĕç. Анчах чирлипе урăх çула тухаймарĕ. Пĕррехинче вара эпĕ хам Анюк аппапа пĕрле унта çитсе килме шутларăм. Унăн та мăшăрне курас килнĕ ĕнтĕ. Вăл манăн сĕнÿпе хаваслансах килĕшрĕ. Эпĕ, 6-мĕш класра вĕренекенскер, ĕçе вăраха тăсмарăм. Класс ертÿçинчен ирĕк илтĕм те инçе çула тухрăмăр. Анчах нумаях та утмарăмăр, вăйлă çил-тăвăл пуçланчĕ. Эпир Комсомольски районĕнчи Çĕрпÿелне çитсе çĕр каçрăмăр. Иккĕмĕш кун Канашран иртсен каçхине Пикшик текен яла çитрĕмĕр.
Çĕр каçса ăшăнас шутпа пĕр çурта, теприне пырса шаккатпăр – уçмаççĕ. Телее, виççĕмĕш çуртăн алăкне питĕрмен пирки унта çунапах кĕтĕмĕр. Çунана çенĕке хăвартăмăр. Пÿртре пысăк хуйхă, кил хуçи вăрçă хирĕнче вилнĕ текен усал хыпар çитнĕ. Çамрăк хĕрарăмăн тăватă ача. Аллинче пĕчĕк пепке пур. Амăшĕ те ватă. Йывăр хуйха пайлама тăванĕсем те пуçтарăннă. Пурте салтакăн ятне асăнаççĕ: «Кирилл, Кирилл...» тесе йĕреççĕ.
Тепĕр ирхине çанталăк лăпланнă, анчах шартлама сивĕ. Эпир малалла утатпăр. Ялтан яла çулсем çине çынсем маяк (йывăç турачĕсем) лартса тухнă. Çул çук, юр шăлса кайнă. 90 çухрăма çапла асаппа темиçе кун утса тухрăмăр. Казарма патне çитсен Тихоновпа Шемякина чĕнтертĕмĕр. Вĕсем вырăнта та çук иккен. Çак каçхине фронта илсе кайма хатĕрлеççĕ. Юлашкинчен тетесене çур сехетлĕхе тĕл пулу вăхăчĕ пачĕç. Вăл вара пилĕк минут пек çеç туйăнчĕ. Каçхине 10 сехетре вĕсен тем тăрăшшĕ колоннине Çĕрпĕве илсе кайрĕç. Эпир те Анюк аппапа çул хĕррине тухрăмăр. Вĕсем пире алă сулнăн туйăнчĕ.
Тете фронтри почтальон пулнă. Сталинград çывăхĕнчи çапăçура икĕ хутчен аманнă. 1943 çулхи декабрьте Украина фронтĕнче çапăçса вилнĕ.
Çак кунхине ялтан вăрçа кайнă 12 салтакран иккĕшĕ çеç таврăнайрĕç. Куприяновичпа Евсеевич инвалид пулсан та çемье çавăрчĕç, ача-пăча ÿстерчĕç. Халĕ вĕсем пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. 18 çулта салтак арăмĕ пулса юлнă Анюк аппа вара юратнă мăшăрне вăрçăран кĕтсе илеймерĕ.
П. КИДАНОВА.
Пăлапуç Пашьел.