АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав историне пĕлетĕр-и;

27 марта 2010 г.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2002 çулхи çыравĕ – çĕнĕ Раççей историйĕнчи пĕрремĕш çырав. Унăн вăхăтĕнче халăх йышĕ, тытăмĕ, вăл çĕр-шыв территорийĕнче социаллă экономикăпа демографин чылай сăнлавĕпе килĕ-шÿллĕн еплерех вырнаçни пирки пуян кăтартусем илме май килчĕ, 20-мĕш ĕмĕре çĕр-шывăмăр халăхăн мĕнле вăй-хăвачĕпе кĕнине уçăмлатрĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх – çырава хальхинче пĕрремĕш хут саккун шайĕнчи акт тăрăх, 2002 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче (Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен) йышăннă федераллă саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Вăл халăх çыравĕн тĕп принципĕсене, камсем хутшăннине, мĕнле кăтартусем пуçтармаллине, вĕсене сыхламалли хÿтлĕх йĕркисене тата ыттине те палăртать. Совет тапхăрĕ хыççăн пысăк улшăнусем пулса иртнĕрен укçа-тенкĕпе тата кадрсемпе тивĕçтерес ыйту та чылай улшăннă. Хальхинче унчченхи евĕр пĕр Мускавран кăна мар, мĕн пур шайри бюджетсенчен кĕмĕл уйăрнă. Çырава хатĕрленмелли тата ирттерсе ямалли тĕп мероприятисене те патшалăх статистика органĕсен служащийĕсен вăйĕпе мар, штатра тăман работниксемпе ĕç договорĕ туса ирттерсе пынă.

2002 çулхи çыравра ялан пурăнакан халăха шута илнĕ, тĕрĕслеме тесе 25 проценчĕ патне тепĕр хут кĕрсе çÿренĕ. Мĕнпур кăтартусене ыйтакансен сăмахĕсене шута илсе çырнă, вĕсем тĕрĕс иккенне нимле документ та кăтартса çирĕплетмен. Кăтартусене стационарлă участоксенче те пама пултарнă, хăш чухне телефонсемпе те шăнкăрваланă. Пĕрремĕш хут пĕтĕм халăхран вырăс чĕлхине пĕлни пирки ыйтса пĕлнĕ.

Кашни çыравăн культура тата истори тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл – обществăн хăйне май портречĕ, Раççейĕн самантра сăнланнă сăн ÿкерчĕкĕ. 2002 çулхи тата çывхарса килекен çыравсем пулăшнипе пулас ăру эпир, Раççейĕн 21-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕн çыннисем, еплерех пурăнни пирки чăннипех хаклă информаци илĕç.

Г. АФАНАСЬЕВ,

районти çырав уполномоченнăйĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика