31 марта 2010 г.
Шупашкарта ачасемпе çамрăксен ăсталăх керменĕнче «Чăваш Ен табаксăр» республикăри иккĕмĕш форум иртрĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕсем, предприяти, организаци ертÿçисем, вĕренÿ, сиплев учрежденийĕсен ĕçченĕсем, обществăлла пĕрлешÿсен членĕсем хутшăнчĕç.
Республикăра сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çамрăксен командисем сахал мар. Вĕсен йышне хушас тесе «Чăваш Ен» фонд та тивĕçлĕ пулăшу кÿме хирĕçлемест. Республика Президенчĕ Н.Федоров форумра сăмах илсе çакна палăртрĕ: «Туртакан çын саманана тивĕçлĕ пулнине пĕлтермест. Табак пĕчĕккĕн вĕлерсе пырать. Ăслă çынсем унăн промышленноçне хăйсен çĕр-шывĕнче пăрахăçлас çул çинче тăраççĕ. Чăваш Ен илемленсе, чечекленсе пытăр, унти çынсем çителĕклĕ пурнăçпа пурăнччăр тесен табак туртмасăр пурăнмалла».
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика, сывлăха сыхлас, физкультурăпа спорт комитечĕн тата республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ О. Зайцева сиенлĕ йăла пурнăçра сарăлнине пула пирус туртнипе вилекенсен кăтартăвĕсене асăнчĕ. Кашни амăшĕ хăйĕн ачине сывă та тĕреклĕ ÿстерсе çитĕнтерессишĕн тăрăшнине палăртрĕ. Çавна май медицина ĕçченĕсемпе пĕрле пирус туртнин сиенĕ çинчен ăнлантару ĕçĕ туса пынине каларĕ. Патшалăх Канашĕн депутачĕсем сĕннипе федераллă саккунсене улшăнусем кĕртнине палăртрĕ. Вĕсем пирус туртман çынсен интересĕсене хÿтĕлĕç.
Çул çитмен ачасен проблемисем хускалчĕç форумра. Вĕсене тивĕçлипе татса парас тесен вĕренÿ учрежденийĕсенче физкультурăпа спорта ытларах аталантармаллине палăртрĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА.