31 марта 2010 г.
Çĕр-шыв пуласлăхĕ, малашлăхĕ – çамрăксенче. Çакна тĕпе хурса тата çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас, çĕр-шыв хÿтĕлевçисем хатĕрлес тĕллевпе шăматкун, мартăн 27-мĕшĕнче, Мускав регионĕнчи Чăваш Республикинчен тухнă офицерсен «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» («Сыны Отечества») обществăлла организацийĕн делегацийĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулчĕ.
Сумлă та хисеплĕ çар çыннисен ушкăнне çар наукисен докторĕ И. Николаев полковник ертсе пычĕ. Çак йышпа килнĕ I рангри капитан И. Сапожников, В. Солдатов подполковник, Ю. Едриванов полковник хамăрăн ентешсем пулни пушшех те кăмăллă.
Юлташлăх делегацийĕ малтанах район пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тĕл пулчĕ. Николай Иванович çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ калаçура районăн пурнăçĕпе, аталанăвĕпе, çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Аякри çула кĕске туса пирĕн тăрăха çитнĕ çар çыннисем хăйсен тĕллевлĕ çул çÿревĕ пирки каласа пачĕç. Чăваш Республикинче вĕсем кĕске тапхăрта сакăр района та çитме ĕлкĕрнĕ. Патăрьел çĕрĕ çинчи тĕл пулу – тăваттăмĕш.
Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем çак кунхинех Сăкăт, Турхан, Кивĕ Ахпÿрт, Туçа шкулĕсенче, Патăрьелĕнчи професси училищинче пулса вĕренекенсемпе, çамрăк армеецсемпе, педагогсемпе калаçнă, çарпа патриотла клубсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ÿкерчĕксен куравĕпе паллашнă.
Тĕллевлĕ мероприяти Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче малалла тăсăлчĕ. Пысăк тĕл пулăва Вăрнар, Тăвай, Канаш, Çĕрпÿ, Шăмăршă районĕсенчи кадет класĕнче вĕренекенсем, çамрăк армеецсен отрячĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, ĕç тата спорт ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн пай начальникĕ А. Рогов полковник çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕç республикăра мĕнле шайра пулни пирки каларĕ, призывниксен кампанийĕ мĕнле пынипе паллаштарчĕ.
Тĕл пулура Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи вăрçă ветеранĕсене хаклă парнесемпе чыс турĕç. Çамрăксене çарпа патриотла ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнăшăн Патăрьел тата Шăмăршă район пуçлăхĕсене Н. Глуховпа В. Фадеева, Туçари вăтам шкулти ОБЖ учительне В. Свинцова, Карапай Шăмăршăри кадет класĕн воспитатель-наставникне В. Столярова А.Г. Николаев ячĕллĕ медальпе, ытти хăш-пĕр хастарсене Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе, парнепе чысларĕç.
Юлашкинчен кадет класĕнче вĕренекен ачасен смотр-конкурсĕ пулчĕ. Ăмăртура Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулта вĕренекен пулас çар çыннисем мала тухрĕç.
А. ЕГОРОВА.