31 марта 2010 г.
Патăрьел район прокуратури Раççей налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕпе пĕрле Патăрьелĕнче пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерекен таксистсем вăйра тăракан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Паллах, çакăншăн вĕсем укçа илеççĕ, урăхла каласан предприниматель ĕçне тăваççĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче П. Ильин, А. Шуряшкин таксистсем административлă право йĕркине пăснине палăртнă. Вĕсен уйрăм предприниматель пулнине çирĕплетекен патшалăх свидетельстви пулман.
Çапла вĕсем РФ Административлă право Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 14.1 статйине пăснă. Çавăнпа ĕçĕсене миравай судьяна ярса панă.
2009 çулта район прокуратури пурĕ 4 таксист пирки административлă ĕç пуçарнăччĕ. Вĕсене суд 500 тенкĕрен пуçласа 600 тенкĕ таран штрафланă.
В. ЯГУДИН,
район прокурорĕн
çумĕ.