31 марта 2010 г.
Кăçалхи икĕ уйăхра ра-йонта çуран çÿрекенсем хутшăннипе 5 çул-йĕр инкекне шута илнĕ, вĕсенче пĕр çын вилнĕ, 5 çын аманнă. Инкексенчен ытларахăшĕ çуран каçмалли вырăнсенче йĕркене пăснипе пулнă. Çакна шута илсе районта «Çуран каçмалли вырăн» рейд ирттертĕмĕр.
Рейд вăхăтĕнче çул-йĕр правилисене пăсса авариллĕ лару-тăру туса хунине пĕтерес, çул-йĕр патрулĕн нарячĕсем водительсем çуран каçмалли вырăнсенче йĕркене епле пăхăннине тĕрĕслес, каçмалли вырăнсем мĕнле пулнине палăртас тĕллев тытнă.
Рейд кунĕнче 34 административлă протокол çырнă. Вăл шутра урă мар водитель пирки 1 протокол, çуран çÿрекенсем йĕркене пăсни çинчен – 3, турттармалли йĕркене пăснăшăн – 1, хăвăртлăха ытлашши ÿстернĕшĕн 25 протокол.
Çул-йĕр инкекĕсем ан пулччăр тесен водительсен те, çуран çÿрекенсен те йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
С. КУЗНЕЦОВ,
ГИБДД уйрăмĕн
инспекторĕ.