АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уроксене хак пачĕç

31 марта 2010 г.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культурине вĕрентекен учительсен фестивалĕ иртрĕ. Ăна Вĕрентекен çулталăкне халалланă. Унта Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи педагогсем хутшăнчĕç. 50 яхăн учитель ултă урок итлерĕ. Вĕсене Çĕньялти вăтам шкулти М. Мадюкова, Ишлĕри Л. Владимирова, Ыхра Çырминчи С. Кулакова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Федорова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти В. Егорова, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Павлова вĕрентекенсем ирттерчĕç. Икĕ класра чăваш чĕлхине тăван чĕлхе вырăнне хурса вĕренмен ачасем пурри те (тутарсемпе вырăссем) йывăрлăх кÿ-мерĕ. Хăнасем учительсен ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Электронлă варианчĕсене хăйсем патĕнче усă курма илчĕç.

Фестиваль малалла ачасен концерчĕпе тăсăлчĕ. Сцена çине Шăнкăртамри, Первомайскинчи, Патăрьелĕнчи иккĕ-мĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем тух-рĕç. Куракансем çепĕç юрăсене хавас пулчĕç.

Пĕтĕмлетÿре районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Ю. Миронова, Шăмăршă районĕнчи вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Г. Иванова, Елчĕкри тата Патăрье-лĕнчи чăваш чĕлхипе вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Н. Леваяпа М. Мадюкова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ Л. Софронова тухса каларĕç.

Уçă уроксем ирттернĕ учительсемпе фестивале хастар хутшăннисем вĕ-рентÿ пайĕн Хисеп грамотисене тивĕç пулчĕç.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика