АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар хутшăнчĕç

31 марта 2010 г.

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта йăлана кĕнĕ йĕркепе вырăс чĕлхипе литературин эрни иртрĕ. Вĕренекенсем пĕрремĕш кун А. Чехов, А. Грибоедов, Л. Успенский, Б. Пастернак, Д. Фонвизин, А. Твардовский, И. Бунин юбилейĕсене халалласа стена хаçачĕсем кăларчĕç. Кроссвордсем, ребуссем тупрĕç. Иккĕмĕш кунĕнче юратнă учитель çинчен сочинени çырчĕç.

Саккăрмĕшсемпе ирттернĕ КВН интереслĕ пулчĕ. Икĕ командăран «Великолепная пятерка» çĕнтерчĕ. «Слабое звено» вăйăра Р. Абянов мала тухрĕ. Викторинăна тăххăрмĕшсемпе вуннăмĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. И. Аитов литературăна ăста пĕлнине кăтартрĕ.

Вырăс халăх юмахĕсене халалланă кун та пулчĕ. Пиллĕкмĕшсем хăйсен хайлавĕсене кĕнеке евĕр ăсталаса тунă. М. Хакимовăн «Мулкач кĕтĕвĕ» илемлĕ те илĕртÿллĕ тухнă. Улттăмĕшсем, çиччĕмĕшсем, саккăр-мĕшсем лартнă юмахсен инсценировкисем куракансен кăмăлне кайрĕç.

Шăматкун вара вырăс чĕлхипе литература урокĕсене çамрăк «учительсем» – вунпĕрмĕшсем ирттерчĕç.

Çĕнтерÿçĕсем грамотăсене тивĕçрĕç.

Р. МУСИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика