31 марта 2010 г.
Ырă ят, чыс-хисеп, тулăх пурнăç – çакă вăл хăй тĕллĕн килмест. Вăхăт иртнĕçемĕн ку таранччен утса тухнă çул çине ытларах та ытларах çаврăнса пăхатăн. Çитмĕле пуснă Николай Петрович Кошкин та çаплах. Иртсе кайнă çулсене, ĕçленĕ вăхăтсене тăтăшах куç умне кăларать, паянхипе танлаштарать.
Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи хресчен çемйинче кун çути курнăскер, вăл пĕчĕклех куçпа виçейми уй-хирте çурлапа тырă та вырнă, тантăшĕсемпе пучах пуçтарнă, уйра ăмăртмалла ĕçлекен «хурçă утсем» çине тĕлĕнсе те ăмсанса пăхнă. Кайран шăпа хăйне те трактор çине лартасси пирки ĕмĕтленмен те ун чухне.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланичченех ашшĕ, Петр Никитич, çар службинче пулнă. 1941 çулта финн вăрçинче унăн пурнăçĕ татăлнă. Çавăнпа та ашшĕне сăн ÿкерчĕк тăрăх çеç паллать. Амăшĕ, Евгения Николаевна, хĕрĕпе ывăлне пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Пурнăç йывăррине пулах Коля шкулта 7 класс таран çеç вĕреннĕ. Ун хыççăнах бригадăри тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă, лаша кĕтĕвĕ те кĕтнĕ. Иван куккăшĕпе Тутар республикинчи пĕр ялта кĕтÿ кĕтни те манăçмасть.
Виçĕ çул бригадăра вăй хунă хыççăн çамрăкăн салтак ячĕ тухнă. Çарти тивĕçе чыслăн пурнăçланă хыççăн каччă тăван ялах таврăннă. Патăрьелĕнчи сельхозтехникăра механизатор профессине алла илнĕ. Малтанах çамрăка Т-38 трактор çирĕплетсе панă. Ăсталăха Петр Козлов механизатортан вĕренсе туптаса пынă. МТЗ-80, ДТ-75 маркăллă тракторсемпе вăй хунă вăл: хăйне шанса панă техникăна тухăçлă та кал-кал ĕçлеттернĕ. Сухаçăсен районти тупăшăвĕнче вăл тăтăшах мала тухнă. «Районти чи лайăх сухаçăна» вымпела та çĕнсе илнĕ. Акара та, вырмара та малтисен ретĕнче пулнă. Хĕлĕпе вăрман турттарнă. Алли-ури çăмăлран ăна пĕрремĕш суха касси тума шаннă. Кама куран – çавна хыван тенешкел, ыттисем те унпа танлашма тăрăшнă. Ĕçченлĕхне курах Н. Кошкина 17 çул механизаторта тăрăшнă хыççăн уй-хир бригадин бригадирĕ пулма çирĕплетнĕ. Ĕçленĕ хушăрах каçхи шкулта вĕренсе аттестат илнĕ. Куçăмсăр майпа Вăрнарти совхоз-техникумран агронома вĕренсе тухнă, хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ.
1983 çулта Николай Петровича тата пысăкрах ĕç шанса панă, Ленин орденлĕ «Гвардеец» колхозри 3-мĕш комплекслă бригада бригадирне лартнă. Çичĕ çул туртнă вăл йывăр лава. Çак çулсенче ку бригада пур енĕпе те кăтартуллă ĕçленĕ. Фермăсенче 1000 пуç ытла ĕне-выльăх, 2000 пуç сысна, 100 ытла лаша усранă. Сăвăнакан ĕнесен шучĕ 300 пуçран иртнĕ. Уй-хиртен те пысăк тупăш илнĕ. Гектартан 30-35 центнер тĕш тырă, 130 центнер севок, 200-250 центнер пуçлă сухан пухса кĕртнĕ. Строительство ĕçĕсем те анлă сарăлнă. Ферма общежитийĕсем, витесем, цехсем, кĕлет, витнĕ йĕтемсем тата ытти те туса лартнă, мĕн чухлĕ вăрман касса турттарнă, кирпĕч кÿнĕ. Колхозра ĕçлекенсене стажшăн, класноçшăн хушса тÿленĕ, премисем панă.
1991-1993 çулсенче Н. Кошкин ĕç хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче ĕçленĕ. Виçĕ çултан каллех комплексла бригада бригадирĕ пулма суйланă. Колхоз пайланнă хыççăн «Урожай» хуçалăх агрономĕ, председатель çумĕ пулнă. Иван Николаевич Арланов тивĕçлĕ канăва тухсан Николай Петровича колхоз председательне суйланă. Хăй тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă вăл кунта.
Кирек ăçта вăй хурсан та ĕçе тĕплĕ, пысăк пахалăхпа тăвассине тĕпе хунă. «Алăран кайса пултăр» текен шухăш нихăçан пулман унăн. Наградисем те йышлă. Ăна икĕ хутчен ВДНХ-н кĕмĕл медалĕпе, «Пилĕкçуллăх ударникĕ» паллăпа, Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе наградăланă. «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Чи лайăх ял старости», «Районти чи лайăх бригадир» ятсене тивĕçнĕ. Темиçе хутчен ял Совет депутачĕ пулнă.
– Эпĕ хамăн шăпана тав тăватăп, – тет Николай Петрович. – Пурнăç çул-йĕрĕпе юнашар утма суйласа илнĕ мăшăрăм, Валентина Алексеевна, мана çур сăмахранах ăнланакан çын пулчĕ.
Сăмах май каласан, Валентина Алексеевна та ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Йышлă çемьере çитĕннĕскер сакăр класс вĕренсенех фермăна кайнă: пăру пăхнă, ĕне сунă. Кайран уй-хир бригадинче вăй хунă, пайсем илнĕ, повар та пулнă. Вăл пĕçернĕ хуран кукă-лĕсене, салма яшкине ун чухнехи бригада, ферма ĕçченĕсем, механизаторсем халĕ те аса илеççĕ.
Кошкинсем пилĕк ачана пурнăç панă. Тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ вĕсем. Пурте çемьеллĕ. Ашшĕ-амăшне хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе савăнтараççĕ. Николай Петровичпа Валентина Алексеевнăн паянхи куна 9 мăнукпа пĕр мăнукĕн ачи.
Пенсире пулсан та ĕçсĕр лармаççĕ ватăсем: ывăлĕпе, кинĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
Николай Петрович 70-е çитет пулсан та лаша спорчĕпе интересленет. Çулленех районти, республикăри акатуйсен, ял уявĕсен ăмăртăвĕсене хутшăнать.
В. МАЛЬЦЕВА.