АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлев сыхлавĕн уйăхлăхĕ

03 апреля 2010 г.

Чăваш Республики Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви республикăра ĕçлев сыхлавĕн уйăхлăхне ирттереççĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери Ĕçлев сыхлавĕн кунне халаллаççĕ. Уйăхлăх апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ, апрелĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет.

Уйăхлăха йĕркеллĕ ирттерес тĕллевпе районта мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Уйăхлăх комиссине туса хунă. Ăна райадминистрацин АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков ертсе пырать. Итогсене май уйăхĕн пуçламăшĕнче пăхса тухаççĕ.

Планпа килĕшÿллĕн «Исток» çĕр ĕç фирмин никĕсĕ çинче ял хуçалăх предприяти-йĕсен ертÿçисемпе тата специалисчĕсемпе семинар-канашлу пулать. Ăна çурхи уй-хир ĕçĕсене халаллаççĕ. Çавăн пекех техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Техника хăрушсăрлăх енĕпе норматив тата должность докуменчĕсене йĕркелеме пулăшаççĕ. Ĕçлев сыхлавĕ енĕпе коллективсенче тĕл пулусем ирттереççĕ. Апрельте пушар хăрушсăрлăхне планпа тĕрĕслеççĕ. «Исток» çĕр ĕç фирминчех пестицидсемпе, наркăмăшлă хутăшсемпе ĕçлекенсен вĕренĕвĕ пулать.

Уйăхлăх вăхăтĕнче ытти мероприятисем те ирттерме палăртнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика