АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллевсем паллă

03 апреля 2010 г.

Республика кунне Патăрьел районĕнче хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çапла вара уявăн тĕп тĕллевĕсем паллă тата уçăмлă.

Июнĕн 15-24-мĕшĕсенче çĕнĕрен тăвакан объектсене ĕçе кĕртессине йĕркелемелле. Çавăнпа та çакăншăн яваплисен юлнă вăхăтпа туллин усă курмалла.

Ял поселенийĕсене Республика кунĕпе, Учитель çулталăкĕпе, Чăваш автономийĕ 90 çул тултарнипе çыхăннă мероприятисене витĕмлĕ, асра юлмалла, çÿллĕ шайра ирттерме сĕннĕ.

Ларура Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн А. Ялуковăн отчетне итленĕ. Вăл ялти объектсенче юсав ĕçĕсем, йывăçсене касса тирпейлесси, территорисене тасатасси мĕнле пынипе паллаштарнă.

Комисси хăнасен суту-илÿ ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ятарлă план йышăннă.

Республика кунне ирттерессипе предприятисемпе организацисен, учрежденисен паянах ĕçлеме тытăнмалла. Хăнасене кĕтсе илме лайăх хатĕрленессишĕн кашнин тăрăшмалла.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика