АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханни пăсмасть

03 апреля 2010 г.

Çак кунсенче Мускаври метрора тата Дагестанри Кизлярта пулса иртнĕ террорла актсем пурне те пăшăрхантараççĕ, шухăшлаттараççĕ. Ирсĕр хăтланăва пула пĕр айăпсăр çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Çавăнпа та район çыннисене шикленÿллĕ, сирпĕнме пултаракан япаласенчен питĕ асăрханма ыйтатпăр. Енчен те иккĕленÿллĕ дипломат, сумка, коробка, пакет курсан, çийĕнчех кирлĕ йышăну тумалла. Сирпĕнме пултаракан япалана алăпа тытма, вырăнтан куçарма, ăна мĕнпе те пулсан хупласа хума, ун çывăхĕнче электрорадиоаппаратурăпа усă курма, ăна мĕнле те пулсан витĕм кÿме юрамасть. Иккĕленÿллĕ пĕр япала тупсан тепĕр сирпĕнсе кайма пултараканнине шырамалла мар.

Автобус, такси водителĕсен, кондукторсен салонта шикленÿллĕ япала асăрхасанах пассажирсене эвакуацилемелле, пулма пултаракан хăрушлăх пирки çийĕнчех районти шалти ĕçсен пайне 6-14-92 е «02» телефонсемпе шăнкăравламалла.

С. СЕЛИВАНОВ,

райшалĕçпайĕн штаб начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика