03 апреля 2010 г.
«Чăваш Ен литератури: чи вуланакан кĕнеке – 2008» республикăри конкурс пынă май, районти тĕп библиотекăра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, ентеш-поэтпа Альбина Юратупа тĕл пулу иртнĕ. Асамлă сăмах ăстин «Эп килнĕ юратма...» сăвă кĕнекине конкурса хутшăнакан кĕнекесен шутне кĕртнĕ. Культура, библиотека ĕçченĕсемпе, районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Альбина Васильевна Любимован çĕнĕ кĕнекин презентацине ирттернĕ.
Нăрваш Шăхаль хĕрĕ литература каçалăкĕнче сулмаклă утăмсем тăвать. Ку таранччен унăн сăвăсен 11 кĕнеки кун çути курнă, 200 сăввине юрра кĕвĕленĕ, вĕсене 30 ытла юрăç шăрантарать.