03 апреля 2010 г.
«Ку ĕç 1944 çулхи июль уйăхĕн пĕр кунĕнче Белорусси çĕрĕ çинче, Минск хулинчен пĕр çĕр çухрăм хĕвеланăç енче пулса иртрĕ. Ун чухне эпир нимĕçсене урăм-сурăм хăваласа пыраттăмăр. Вĕсене нихăш вырăнта та çирĕпленме памалла мар-çке. Хăш-пĕр чаçсем хамăрăннисенчен уйрăлса кайсах тăшман тылне çĕмĕретчĕç е ункăсене çавăрса илетчĕç, «хуран» тăватчĕç («котел» тетчĕç вĕсене). Минск ку енче нимĕçсен пĕр пысăк ушкăнне пĕтертĕмĕр, тыткăна илтĕмĕр. Пĕтĕмĕшле çак операцине «Багратион» тенĕ. Вăт çавăн пек вăхăтра пирĕн пĕр подразделени малалла ыткăнса пынă та хăй йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Ку вăл пирĕн полкранах пулчĕ. Çакăнти салтаксем çырма-çатрапа шурлăх-путлăх урлă каçса пынă та хăйсем тăшман ункине çакланнă. Вĕсене çийĕнчех çăлма пулман, лешсен каялла чакас килмен, «Шав малалла», – теттĕмĕр ун чух.
Шăпах çав вăхăтра ирхине мана полк командирĕ чĕнчĕ. Эпĕ хăпăл-хапăл тумлантăм та полк штабне чупрăм. Темиçе командир тăраççĕ. Пĕри сĕтел умĕнче карттă çине пăхса ларать. Часах вăл ман çине пуçне аялтан çÿлелле çĕклерĕ. Эпĕ хам килни çинчен рапортларăм. Мана мĕншĕн чĕннине тавçăрса илтĕм. Темле питĕ йывăр та шанчăклă ĕç тумалла. Ман çине шаннă пуль çав. Эпир вăл вăхăтра полк штабне хураллаттăмăр.
Полк командирĕ мана вăрманти юлташсем патне спирт леçме хушрĕ. Çак вăхăтрах ман çурăм çине канистра çыхса-майласа та хучĕç. Силленкелесе пăхрăм та çул еннелле хускалтăм. Юрать эпĕ ку вырăнсене сăнакаланă пулнă. Чухласа илтĕм: акă майор каланă вăрман та курăнать, пĕр виç-тăватă çухрăмра. Тÿрремĕн кайсан часах çитме пулать пулĕ. Сăмах май каласан, салтак хăйĕн ĕçне кура çав тĕрлĕ тавралăха сăнама вĕренет. Ăçта мĕн выртать, ăçта мĕн тăрать, шыв-и вăл, çĕр-и – пурте ун пуçне кĕрсе юлать. Акă, калăпăр, пĕр хулана çĕрле пырса кĕретĕн, витĕр тухмалла – тухатăн. Е разведчиксен ĕçне илес пулсан. Ку тĕлĕшпе эпир фронтри шоферсенчен тĕлĕ-неттĕмĕр. Хулана е яла çĕрле пырса кĕрен, сĕм тĕттĕм, е унта та кунта пушар. Урамсен тĕлли-палли те çук. Шофер çак хула витĕр кĕрлеттерсе тухатех.
Сăнарăм, сăнарăм та тавçăрса илтĕм. Манăн çак вырăнпа каймалла: пĕр пирĕн Пăла пек сарлаках та мар юхан шыв. Унăн хăмăшлă, хăяхлă вашмăк çырансем. Каçрăм шыв урлă. Малалла путлăх, шурлăх урлă çул тытатăп. Нивушлĕ путса е аманса вилмелле. Çук, вăрттăн çул тупмалла. Нумаях та каймарăм, тытăнтăм вара лачака ашма. Путатăп та йăраланса тухатăп, путатăп та тухатăп. Хальлĕхе нимĕçсем пемеççĕ-ха. Çурăм çинчи канистра унталла та кунталла сулланать, мана аялалла пусать, автомат кансĕрлет тата. Хырăмпа та шăватăп е кăкăр таран йÿçлĕхре йăраланатăп. Хутран-ситрен çÿлерех пульăсем шăхăраççĕ. Кайрантарах канистра çурăм çинчен хывса сĕтĕрсе пыма тытăнтăм. Ку та çăмăл мар, ăна тĕмсем çине ларта-ларта куçма пуçларăм. Чылай асапланнă хыççăн хытăрах çĕр çине çитрĕм. Хам йăлт пылчăк ăшĕнче. Çав тери ывăннă ĕнтĕ. Шăнса та кайрăм, шыв тĕпĕнче сивĕ тата. Пуринчен ытла пĕç хушшисене сивĕ çапрĕ, чĕтреттерет. «Ярам-и, – терĕм çурăм çинчине, – капла вилетĕп, ăшăнмалла. Çук юрамасть!» Анчах... Пулать-и, пулмасть-и, вилетĕп-и, чĕрĕлетĕп-и – канистра çăварне уçрăм. Тутана перĕнтеретĕп. Капла ăçта унта – çаплах çунтарать. Пуçларăм урăхла – шыв сыпатăп та, спирт сыпатăп, шыв сыпатăп та спирт сыпатăп... Эпĕ ывăннăскер, часах лĕпсĕрех кайнă.
– Атя, тăр, – тет мана атă пуçĕпе аяк пĕрчинчен тĕкĕнсе пĕр çын. – Чĕрĕ-и; Куçа уçса пăхатăп та умра лейтенант тата икĕ салтак тăра параççĕ. Хам самаях йăл илнĕ пулас, йăпăр-япăр сиксе те тăратăп. Мана вĕсем тем пек кĕтнĕ иккен. Раципе эпĕ çул çине тухнине тахçанах пĕлтернĕ. Анчах ку енчен эпĕ килме пултарнине шанман, кĕтмен те. Нимĕçсем перкелешнĕ вăхăтра мана вилнĕ тесе те шутланă. Манран малтан тухнисем те пĕри те çитеймен.
Паллах, эпĕ илсе килнĕ шĕвек питĕ вырăнлă пулчĕ. Кунти ачасем кĕпе-йĕмне те типĕтеймен, путлăх-шурлăх урлă каçса килнĕ хыççăн вĕсем нÿрлĕ çĕр, сывлăм çинче ĕнтĕркесе выртнă. Ăçта типĕтетĕн, ăшăнатăн; Вĕсене фриц сăнаса персе тăрать те. Лейтенант ман «эмеле» самантрах хута ячĕ.
– Маттур, юлташ, ху та ăшăн, – тет мана аллинчи кружкине тăсса. Эпĕ те ятăм.
– Тавах, вĕçтер сана кĕтеççĕ. Ĕç-пуç пирки пĕлтеретĕн.
Çавăнтах эпĕ каялла тапрăм. Юрать, малтан килнĕ чухне хамăн йĕре асăрхаса юлнă. Каялла çăмăллăнах пытăм. Нимĕçсем хальхинче аванах пеме пуçларĕç. Эпĕ тĕмсем, тункатасем мĕлкисемпе шăватăп. Спирт хăйĕн ĕçне тăвать пулмалла. Чун çĕкленчĕ, çил тăвăлса кайрĕ нимĕçсене. Вăт мĕншĕн эпĕ çакăнта çапла асапланатăп! Кам пирки хĕн куратăп; Тытăнтăм вара вĕсене вăр-çма. Мĕнле кăна пыр чăтать. Вăрçнăçем хĕрсе пыратăп. Намăс сăмахсемпех. Нимĕçле çеç начар тухать. Вырăсла та, чăвашла та, тутарла та кĕрлетĕп. Тутарла эпир тахçанах Шăнкăртам, Тимеш мишерĕсемпе пĕрле калаçса вĕреннĕ (вĕсем пирĕн кÿршĕ ялсенче пурăнаççĕ). Ну кăшкăрашрăм вара ăш каниччен.
Юрать, хальхинче хĕвел ана пуçланă. Тĕмсен мĕлкисем пысăкланнă та, эпĕ вĕсен çумĕсемпе шăватăп. Юлашки утăмсене чупса тенĕ пекех çитрĕм. Хамăн мухмăр та пуçланасшăн иккен. Мана хирĕç тухса кĕтсе илчĕç.
– Благодарю! – терĕ полк командирĕ ыталаса, хăй йĕпенесрен те хăрамарĕ. Çавăнтах ман вараланса пĕтнĕ кăкăр çине «За отвагу» медаль тирсе лартрĕ.
Кайран эпĕ кăшкăрашса хирĕлнине пуринчен ытла малта пулнисем илтнĕ, чылайччен кала-кала парса ахăлтатрĕç».
Пăлакассинчи Мефодий Хитров каласа панине В. УРУКОВ (Çĕнĕ Ахпÿрт) çырса панă.