АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан амантăр ача чунĕ

03 апреля 2010 г.

Тăваттăмĕш урок вĕçленнине пĕлтерсе шăнкăрав вăрăммăн янăраса кайсан иккĕмĕш класра вĕренекенсем ушкăнпа кĕпĕрленсех шкула кĕрекен алăк патнелле чупрĕç. Паян вĕсем ашшĕсене уява чĕннĕ. Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе парне хатĕрленĕ. Пурте чипер тумланнă. Пĕринчен тепĕрне ытарма çук. Пичĕсенче хаваслă кулă.

Кăшт вăхăт иртнĕ çĕре коридор шăпланчĕ. Каллĕ-маллĕ утакан 2-3 ача çеç тăрса юлчĕ. Пусăрăнчăк кăмăллă Света пĕрре стена çинчи сехет çине, тепре алăк çине пăхса илчĕ. Кама кĕтет-ха вăл; Куккăшне. Çывăх çынни тĕп хулара пурăнать. Паян ĕç кунĕ. Кăнтăр варринче шкула килмех шантарнăччĕ те. Анчах. Мария Ивановна çине кÿренÿ çуралчĕ ачан. Мĕншĕн чĕнчĕ-ха учительница ашшĕсене; Ашшĕ çук унăн. Тĕнчере. Ăна палламасть те Света. Кукамăшпе кукашшĕ патĕнче пурăнать. Амăшĕ аякри хулана кайса ĕçе вырнаçнă.

Шывланнă куçĕсене манран аяккалла тартса шăнкăрав паракан сĕтел умне кайса тăчĕ Света. Эпĕ чылай вăхăт сăнаса тăни те иментерчĕ пулас ăна. Май пулсан тем пекех пулăшнă пулăттăм. Анчах атте-аннене çын улăштараяс çук.

Хут уйăрттармасăр пурăнаççĕ халĕ çамрăксем. Анчах юрату çимĕçĕ пулсан уйрăлаççĕ. Çакăншăн ачана пĕртте айăплас килмест. Кунта унăн ашшĕн çирĕплĕхĕ çеç çитмерĕ.

Венерăпа Дима пĕр шкулта вĕреннĕскерсемех. Паралельлĕ класраччĕ. Класс тулашĕнчи мероприятисенче пуçаруçăсемччĕ. Пĕр КВН та, конкурс та, конференци те, олимпиада та вĕсемсĕр иртмен тесен те йăнăш пулмĕ. Алла аттестат илсен те аслă шкула пĕрлех вĕренме кайрĕç. Венера экономист пулас ĕмĕтне татмарĕ. Дима энергетика килĕштерчĕ.

Пĕр çул, икĕ çул, виççĕ иртрĕ. Ачисене çителĕклĕ пурнăçпа пурăнтарассишĕн ашшĕ-амăшĕ сахал мар тăрăшрĕ. Ыр пурнăç иртĕхтерет çав. Дима вĕренÿре уксахлама пуçларĕ. Чипер хĕрсем Венерăсăр пуçне тата та тупма пултарнине сисрĕ. Амăшĕ те килĕштерсех пĕтменччĕ пулас кине. Темшĕн çамрăкĕн ĕçченлĕхне, сăпайлăхне мала хумарĕ. Тĕреклĕ çемьеренччĕ Венера. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре правур. Чăх-чĕп вĕçсе каçмалла мар хуралтă, капмар çурт çавăрнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ялта ятлă-сумлă. Тата мĕн кирлĕ.

Юлашки курссенче пачах урăхланчĕ Дима. Шавлă ушкăн килĕшрĕ ăна. Вĕренÿре юлсах пычĕ. Деканата темиçе хутчен те чĕнтерчĕç ăна. Çăлăнăç тупрĕ вара. Хăй ирĕкĕпе çар ретне тăчĕ. Çак вăхăта çие юлнăччĕ Венерăн. Çут тĕнчене Света килчĕ. Хÿрине тытаймарĕ Димăнне Венера. Пурнăç çине çăмăлттайпа пăхаканскере текех çывăхне яма та шутламарĕ.

... Сĕтел умĕнче тăракан Светăна вуннăмĕш класри Сергей та асăрхарĕ. Вĕсем ку эрнере дежурнăйсем. Хĕрача мĕншĕн класа кĕменнипе интересленчĕ. Сăлтавне пĕлчĕ. Çак вăхăтра Мария Ивановнăн сасси те илтĕнчĕ. Сергей Светăна çавăтса иккĕмĕш класа кĕчĕ. Унăн пиччĕшĕ вырăнĕнче пулчĕ. Сăвă вуланă, юрă юрланă чухне те хĕрача пичĕ çинче ăшă туйăм палăрчĕ.

Сергей хăйĕн ырă хăтланăвĕпе сăн кĕртрĕ ăна. Тĕрĕс турĕ те. Иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ-çке вăл унăн. Анчах çакна пĕри те уççăн пĕлмест.

Атте-анне ăшши çитет арçын ачана. Димăн пиччĕшне пула вăл та çут тĕнчере телейсĕр пулса юлма пултарнă. Анчах Турри урăхла çырнă иккен. Унăн амăшĕпе тăван ашшĕ пĕрлешнĕ хыççăн нумаях пурăнайман. Çемье хушшине хура кушак кĕнĕ. Ача çуралсанах уйрăлнă. Тепре качча тухнă амăшĕ. Сергее ашшĕн хÿтлĕхĕ пÿрнĕ.

Юнран тăван Сергейпа Света. Пурăна киле çакна пĕлме тивĕçех вĕсем. Анчах мана ку хутĕнче урăххи пăшăрхантарчĕ. Айăпсăр чуна амантма нумай кирлĕ мар иккен. Çакна аслисем шутлама тивĕçех.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика