АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Куçкĕскиçĕм, каласамччĕ...»

03 апреля 2010 г.

Çакăн пек ятпа иртрĕ Сăкăтра хитре пикесен конкурсĕ. Чи малтанах унта хутшăнакансем хăйсен ачалăхĕ, пурнăçри интереслĕ самантсем пирки презентаци кăтартрĕç. Ку енĕпе Виолетта Анюрова çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Тепĕр конкурс хĕрсен ăс-тăнне хаклама пулăшрĕ. Конкурса ертсе пыраканĕ Н. Тинюкова тупăшăва хутшăнакансене тĕрлĕрен ыйту пачĕ. Ку енĕпе чи тавçăрулли Аня Чернова пулчĕ. Инна Гусарова вара ыйтусене шÿтлĕ хурав парса залра ларакансен кăмăлне уçрĕ.

Çамрăк пикесем тĕрлĕрен материалтан çĕленĕ кĕпесене пахалани те интереслĕ пулчĕ. Хĕрсем вĕсене хутран та, целлофан хутаçран та ăсталанă.

Конкурсра вĕрентекен çулталăкне халалласа «Учитель – манăн идеал» ятпа йĕркеленĕ тупăшура 11-мĕш класра вĕренекен Т. Метина çĕнтерчĕ.

«Куçкĕскиçĕм, каласамччĕ...» конкурсра хĕрсен пултарулăхне тата ытти енĕпе те тĕрĕслерĕç. Вĕсем тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе, юрласа-ташласа тĕлĕнтерчĕç. Жюри чи-чи пултарулли Таня Метина тесе палăртрĕ, ыттисене вара тĕрлĕрен номинаципе хак пачĕ.

Конкурса хутшăннисене Ф. Ахмадеева класс ертÿçи хăй лартса ÿстернĕ чечексем парса хавхалантарчĕ.

И. ЧЕРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика