03 апреля 2010 г.
Шак-шак! шаккать сехет вăхăт иртнине систерсе. Ача чухне кăна кунсем майĕпен шăваççĕ, çулсем иртнĕçемĕн вара чатăр карса та чарма çук. Çаплах сехет хыççăн сехет, эрне хыççăн эрне, уйăх, çулталăк иртеççĕ. Хăш вăхăтра ачалăхпа çамрăклăх хыçа юлнă – пĕлеймесĕрех юлатăн.
Çакăн пирки чылайччен шухăшласа ларчĕ Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан, Вăтаелĕнче çуралса ÿснĕ К. Каргина (ÿкерчĕкре).
Пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăрçăчченех çуралнăран терт-нушине самаях астивнĕ. Вуннăн пĕртăван пулнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ кăна сар хĕвел çутипе киленсе ÿсейнĕ. Пурăннисенчен чи асли пулнăран вăл ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне пуриншĕн те яваплă пулнă. Шкулта та тăватă класс кăна пĕтернĕ, малалла май килмен. Çиме çăкăр çукран вĕренме кайиччен ирхине çĕр улмине хырса икерчĕ пек пĕçерсе кайнине те нихăçан та манмĕ. Юрать-ха, темле йывăр вăхăтра та ĕне усранă, çакă выçă ларассинчен хăтарнă. Ашшĕ вăрçăран таврăнни те çăмăллăх кÿнĕ ĕнтĕ. Аманса сусăрланнă пулсан та – чĕрĕ, çакă чи пахи пулнă.
Ÿснĕçемĕн колхоз хирĕнче ĕçлеме пуçланă. Амăшĕ çумне пĕрер патак парса хăварнă, çаплах вырма та, çулма вĕреннĕ. Каярахпа кĕлтесем сĕтĕрнĕ. Кăнтăрла колхоз столовăйĕнче вика салми яшкине çинĕ. Нăйкăшман, сĕтел çинче çăкăр пултăр тенĕ. Укçа памасан та ĕç куншăн тăрăшнă.
1958 çулхине пурнăçĕнче пысăк улшăну пулнă. Кивĕ Ахпÿртри Илья Павлович Каргинпа пĕр çемье çавăрнă, Овечкина хушамата пăрахса мăшăрĕнне йышăннă. Вăл качча килнĕ чух пăянамăшĕ те пулнă, анчах пĕрле нумай пурăнайман. Сывлăш тухманнипе аптранăран 8 çултан, 65-ре чухне пурнăçран уйрăлнă.
Кивĕ Ахпÿртре пурăнма тытăнсан та килте ларса курман, ĕçленĕ, пай илнĕ. 800-900 метрлă 12-14 йăран севок, сухан, чĕкĕнтĕр çумланă, хĕл ларичченех хирте тăрмашнă. Тăватă ывăлĕпе икĕ хĕрĕ те çавăнтах ÿснĕ. Кÿме туртнă та хире васканă. Апла пулин те çак вăхăт чи телейли пек туйăнать уншăн: ачисем юнашар, мăшăрĕ çумра. Упăшки, Илюк, ĕçрен ÿркенекенни пулман. Сысна ферминче, стройкăра тăрăшнă. Купăс калама та питĕ ăста пулнă. Тăванĕсемпе пĕрле пуçтарăнсан Ваççа тетĕшпе иккĕш купăсĕсене тăсса ярсан, ташламасăр никам та чăтаймастчĕ. Шел, ватлăх куна пĕрле ирттерме Турă пÿрмен. 1992 çулхине йывăр чире мăшăрĕ çĕнтереймен, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Ачисем те çемьеленсе хăйсен пурнăçĕпе пурăнма пуçланă. Петя – Пăлакассинче, Володьăпа Валя – Кивĕ Ахпÿртрех, Валерий – Самарăра, Марина Туçара пурăнаççĕ. Пурте мăшăрлă. Килте вара Павлик ывăлĕпе кинĕ, икĕ мăнукĕ пур, çавсемпе савăнса пурăнать халь вăл.
Сăпкара выртакан мăнукĕ вăраннине систерсе нăшăклатса илчĕ, унтан хăйĕн патне никам та пыманнипе йĕрсе ячĕ. Шухăша путнă Ксения Даниловна ача сассине илтсен шартах сикрĕ, хăвăртрах пĕчĕк хĕр пĕрчи патне васкарĕ. Алăкран кĕрекен Диана «асанне, эп садикрен килтĕм» тесе сас пани те аса илÿ тĕнчинчен веçех илсе тухрĕ.
О. ПАВЛОВА.