03 апреля 2010 г.
2010 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Чăваш Республикин Наци вулавăшĕпе пĕрле Чăваш Республикин муниципалитет районĕсенче – вăл шутра Патăрьел районĕнче те – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра право хутшăнăвĕсене йĕркелес ыйтупа Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ ирттерет. 15 сехетре пуçланать.
Организаци аппарачĕн ертÿçи Михаил Кузьмин каланă тăрăх, Чăваш регион уйрăмĕ вырăнсенче граждансемпе тĕл пулусем ирттерет.
Йышăнура калаçу пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемпе усă куракансен прависене хÿтĕлемелли граждан-право механизмĕсем, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев виçисене палăртмалли йĕрке, нумай хваттерлĕ çурта тытса тăмалли меле кура граждансен прависене хÿтĕлемелли уйрăмлăхсем çинчен пырĕ.
Граждансен ыйтăвĕсене ассоциаци юрисчĕсем, прокуратура сотрудникĕсем, муниципалитет пĕрлĕхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем, территори общество хăй тытăмлăх управленийĕсен активисчĕсем хуравлаççĕ.
Аса илтеретпĕр: Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн Чăваш регион уйрăмне 2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче туса хунă. Юристсен ассоциацийĕ халăхăн хÿтлĕх кирлĕ ушкăнĕсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парать. Консультаци пункчĕсене, халăхăн право пулăшăвĕн тата çутăлăх центрĕсене Чăваш Енри мĕн пур районпа хулара йĕркеленĕ. Пирĕн районта вăл çак адреспа вырнаçнă: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 18 çурт, консультаци пункчĕ, тел.: (83532) 50142 E-mail:batkult@cbx.ru