03 апреля 2010 г.
2009 çула республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен 79,1 проценчĕ тупăшпа вĕçленĕ, 2008 çулта – 81,5 проценчĕ. Пасар экономикинче услам илмесĕр аталанаймăн. Çапах та тупăш виçĕм çулхинчен 8,5 процент сахалтарах илнĕ. Сăлтавне сутлăх тырă хакĕ вăтамран 23 процент чакнипе, çĕр улми хакĕ 0,8 процент çеç ÿснипе, ял хуçалăх техники, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, электричество, газ чылай хакланнипе ăнлантармалла. Çавна пула тыр-пул рентабельлĕхĕ 3,5 хут, çĕр улмин 27,5 процент чакнă.
Тăкаклă хуçалăхсем Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче нумай.
Образование Реализация Указов Президента Рф и Президента Чр «Огоде Учителя»
«Эп телейлĕ хĕрарăм, – тет Нăрваш Шăхалĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Т. Калькина
– Ĕç енĕпе чăнах та, – çирĕплетет директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Г. Митрофанова. – Айтăр, класне кайса курар. 22 ача пĕрремĕшĕнче. Кашни кăларăмрах ыттисенчен йышлă унăн. Ашшĕ-амăшĕн хисепĕ те пур çакăнта учительница патне.
Вырăс чĕлхи урокĕпе математика улшăннă вăхăт. Перемена та вăрăмах мар. Анчах Татьяна Алексеевна патне çак хушăра та темиçе вĕренекен пыма ĕлкĕрчĕ.
Г. Терентьева тепĕр медаль çĕнсе илнине палăртрĕ. Ăна ятарласа тунă стенд çине çыпăçтарма ыйтать хĕр ача. Петьăн шапки çухалнă-мĕн. Теприн ручки урайне ÿкнĕ тата ытти те. Самантлăха та пăрăнма çук ачасенчен. Уроксем вĕçленмесĕр те сăмаха пине çитереймерĕмĕр педагогпа. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пуçламăш классен пиллĕкмĕш выпускне кăларчĕ Т. Калькина. Кашнийĕшĕ тĕрлĕрен вĕсем. Вĕренĕве çăмăлрах кĕрсе каяканни те пур. Теприсене кĕнеке патне çул хывтарма та ансат мар. Кăçалхисем уйрăмах йывăртарах пулчĕç темел-ле-и. Çавăнпа шутласа кăларчĕ те медаль парассине. Эмблема евĕр вăл. Компьютерпа пичетлесе кăларнăскер. Вĕренÿшĕн ăнтăлакансене тивĕçет. 50 медаль илнисене открытка, тетте, диплом парать. 100-е çитерсен каллех хавхалантару кĕтет. Халĕ килти ĕçе кашниех туса килет. Урокра та активлă ачасем. Мĕн пĕлменнине ыйтаççĕ.
Вĕренекенсене килĕсене ăсатса кăларса янă хыççăн та шухăша кайни сахал мар пулать учительницăн. Маларах вĕрентнĕ ачасен шăллĕ е йăмăкĕ пуçламăш класа килсенех аслисен туртăмĕ кĕçĕннисенче пуррине сăнать, танлаштарать. Вĕсен ырă тĕслĕхне мала хума сĕнет. Пĕр евĕрлĕ уроксем ачасене интереслентермеççĕ, ывăнтараççĕ. Вĕсене урăхлатма тăрăшать. Ачасен ашшĕ-амăшне шкулпа çывăхлатать. Февралĕн 23-мĕшĕнче ирттерекен пĕрлехи уяв килĕшет ăна. Çулленех ашшĕсене ятарласа йыхравлать Татьяна Алексеевна шкула, мĕншĕн тесен вĕсем пухусене сайрарах çÿреме пăхаççĕ. Çакăнтан вара шкул сукмакне такăрлатма ÿркенмеççĕ.
Шкулти ĕç киле пынишĕн кăмăлне хуçмасть Т. Калькина. Хĕллехи вăхăтра ларма пулатех. Унчченрех урокра кирлĕ кăтарту материалĕсене алă вĕççĕн ăсталама тÿр килнĕ. Халĕ компьютер пулăшăвĕ те пур. Пурпĕрех хатĕрленмеллех.
Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ пурришĕн хĕпĕртет педагог. Акă, Президент стипендине кăçал илсе тăма тивĕçнĕ Н. Михайловăна та вăлах пуçламăш классенче вĕрентнĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кăларнă 24 ачаран вунпĕрĕшĕ вĕренÿ отличникĕ пулнă. Халĕ те пултаруллă пулнипе савăнтараççĕ. Тăххăрмĕшсем те вĕренÿре кăтартуллă.
Малтанхи çулсемпе танлаштарсан вĕрентÿ ĕçне сахал мар çĕнĕлĕх кĕртни курăнатех. Унчченрех пĕрремĕш классенче ĕç тетрачĕсем пулман. Вĕсем ачан пĕлĕвне тарăнлатма пулăшаççех. Информатикăна та çÿреççĕ вĕренекенсем. Программăран ирттерсе хушма материал пама та ÿркенмест Татьяна Алексеевна.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче каллех ĕçе кÿлĕнет çемье. 3 гектар ытла çĕр пур вĕсен. Унта çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, севок çитĕнтереççĕ. Кирлинчен ытлашшине сутаççĕ. Укçи-тенки кирлĕ-çке. Женя ывăлĕ Мускав университечĕн пĕр факультетĕнче информатизаци объекчĕсене хÿтĕлекен специалист пулма хатĕрленет. Тепри ялти шкулăн саккăрмĕш класне çÿрет.
Пĕрремĕш категориллĕ педагог Т. Калькина. Хăйĕн пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнишĕн хĕпĕртет. Çемьере, пурнăçра хăйне çавăнпа телейлĕ тесе шутлать те ĕнтĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.