03 апреля 2010 г.
Çакăн пек çырнине чылай электроюпасем çинче курма пулать. Анчах та Туçари вăтам шкулти темиçе вĕренекен ку сăмахсене ăша хывман. Пĕррехинче каçхине вĕсем юпа çине хăпармалли хăйсем тунă «чĕрнесем», мăлатуксем, плоскогубцисем илсе Вăтаел çывăхĕнчи хирпе иртекен 10 киловольтлă электролини патне васканă. Тимĕр бетон юпа патне çитсен пĕр çамрăкĕ унта хăпарса кайнă. Унтан мăлатукпа фарфор изолятора çапса çĕмĕрсе алюмини пăралука касма хăтланнă, пĕри электротокпа сиенленнĕ. Ăна райбольницăна илсе килсен врачсем операци туса пурнăçне çăлса хăварнă.
Ку тĕслĕх пирки райшалĕçпайĕн следстви уйрăмĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ ăна тĕпчес ĕç пырать.
Ю. ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ.