03 апреля 2010 г.
Паллă ĕнтĕ, 1937-1938 çулсенче СССР Правительстви «совет влаçĕпе килĕшмеççĕ» тесе граждансене хирĕç репресси пуçланă. Çынсене пере-пере вĕлересси 1942 çулчченех тăсăлнă. Ку тискер ĕçе Чăваш Енре те туса пынă. Шупашкарпа Улатăрта çеç 600 ытла çыннăн пурнăçне татнă.
НКВД подвалĕсенче çĕрĕпе пăшал сасси янăранă, вилесене пĕтĕмпех пĕр шăтăка пытарнă. Çаксем пирки Шалти ĕçсен комиссариачĕн вăрттăнлăха пытарасси пирки алă пуснă хăш-пĕр çыннисем тата перекеннисем çеç пĕлнĕ. Персе вĕлернĕ граждансен тăванĕсене вĕсен тăванĕсем тĕрлĕ лагерьте вилни çинчен 1989 çулчченех суя хутсем парса тăнă. Политика тĕлĕшĕнчен репрессиленисен таса ячĕсене тоталитарлă режим саланнă хыççăн пĕтĕмпех тавăрнă. Чăваш Республикинчи Хăрушсăрлăх службин управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Улатăрта персе вĕлернисене хальхи «Электроприбор» завод территорине пытарнă. Вĕсем Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчен.
2009 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 17-мĕшĕччен «Электроприбор» завод территорийĕнче 1937-1938 çулта персе вĕлернĕ граждансен ÿчĕсене чавса кăларас ĕçе пурнăçланă. Вĕсен хушшинче православин тăватă священникĕ пулни палăрчĕ. Вилесене виçĕ шăтăка пытарнă: пĕрремĕшĕнче – 33, иккĕмĕшĕнче – 35, виççĕмĕшĕнче 50 вилнĕ çын ÿчĕ. Пурĕ 118. Чавса кăларассине Шупашкарпа Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пилленĕ, ĕçсене çветтуйсене канонизацилес енĕпе туса хунă.
Хальхи вăхăтра Улатăр хулин администрацийĕ репрессие пула нуша тÿснисене çĕнĕ çĕре пытарма тата палăк лартма проект хатĕрлет. Пытару вырăнĕ – хула масарĕнче «Храм в честь новомучеников и исповедников Российских» чиркÿпе юнашар.
Чулхулари экспертизăпа криминалистика центрĕнче тишкернĕ тăрăх, Илия Измайлов священника пуç купташки тăрăх палланă. Ăна Улатăрта 1937 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче персе пăрахнă пулнă. Вырăс православи Центрĕн Синод Комиссине Шупашкар епархийĕ тăратнă документсемпе килĕшÿллĕн Илия Измайлова Раççейри новомученниксемпе исповедниксен шутне кĕртнĕ. Шăтăксенче 1937-1938 çулсенче персе вĕлернисем пулнине çак тепĕр хут çирĕплетме май пачĕ. Вилнисен тăванĕсем çак статьяна вуласа, палăртнă кун пытарма пырасса шанас килет.
Епархи Комиссийĕн секретарĕнчен Иосиф (Ключников) иеродиаконран тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать. Т. 8-927-845-11-42;
e-mail:komkansv@yandex.ru
Улатăрта персе вĕлернĕ:
1937 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче (33 çын):
Дюкин Марк Алексеевич, 1890 çулта Татмăшра çуралнă.
Иванов Степан Иванович, 1889 çулта Татмăшра çуралнă.
Ильеров Иван Кондратьевич, 1887 çулта Первомайскинче çуралнă.
Илюткин Дмитрий Афанасьевич, 1897 çулта Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралнă.
Илюткин Илья Афанасьевич, 1894 çулта Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралнă.
Краснов Григорий Семенович, 1886 çулта Ишлĕре çуралнă.
Кудрявцев Иосиф Андреевич, 1882 çулта Кивĕ Ахпÿртре çуралнă.
Табаков Ефим Савельевич 1907 çулта Вăтаелĕнче çуралнă.
1937 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче (5 çын):
Софронов Алексей Митрофанович, 1905 çулта Тури Чакăра çуралнă.
1938 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче (31 çын):
Бородкин Федор Игнатьевич, 1883 çулта Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралнă.
Бородкин Дмитрий Игнатьевич, 1890 çулта Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралнă.
Бугадеров Сафиулла, 1886 çулта Хирти Пикшикре çуралнă.
Иванов Павел Иванович, 1889 çулта Татмăшра çуралнă.
Калмыков Мефодий Павлович 1899 çулта Еншикре çуралнă.
Степанов Петр Степанович, 1910 çулта Треньелĕнче çуралнă.
Субхангулов Айнетдин, 1870 çулта Хирти Пикшикре çуралнă.
1938 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче (14 çын):
Ибятов Зинатулла Гибатдинович, 1888 çулта Ыхра Çырминче çуралнă.
Шамбазов Айнетдин Шарафутдинович, 1880 çулта Первомайскинче çуралнă.
Янтыков Камалетдин Хуснутдинович, 1870 çулта Первомайскинче çуралнă.
Иосиф (Ключников), иеродиакон.