03 апреля 2010 г.
«Авангард» хаçатра мартăн 3-мĕшĕнче «Халăхран кулаççĕ-ши;», мартăн 12-мĕшĕнче «Вулакан тĕрĕсех пăшăрханать» ятлă çырусем пичетленсе тухнăччĕ. Вĕсен авторĕсем килти газ оборудованине пăхса тăрассине йĕркелени тата çакăншăн тÿлемелли хаксем пирки пăшăрханса çыраççĕ.
Хаçатри çырусем пирки «Чувашсетьгаз» уçă акционер пĕрлешĕвĕн «Канашмежрайгаз» филиалĕ çакăн пек хурав пачĕ:
«Килти газ оборудованине техника енчен пăхса тăрассине нормативлă документсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – халăха газпа туллин тата хăрушлăхсăр тивĕçтересси. Патăрьел районĕнче çак ĕçе Патăрьелĕнчи газ участокĕ «Канашмежрайгаз» филиалĕ тĕп инженерĕ çирĕплетнĕ графикпа туса пырать. Вăхăчĕ газ оборудованийĕн маркинчен, унпа мĕн чухлĕ усă курнинчен килет. Хаксен прейскурантне «Чувашсетьгаз» уçă акционер пĕрлешĕвĕ çирĕплетнĕ. Кунта тĕслĕхсем илсе кăтартни вырăнлă.
Сăмахран, 4 конфоркăллă газ плитине техника енчен тивĕçтересси 130 тенкĕ, ăна 2 çулта пĕрре ирттереççĕ. Хамăр çĕр-шывра кăларнă ăшăтакан хурана çулталăкра пĕр хут тĕрĕслеççĕ, хакĕ 204 тенкĕрен пуçласа 394 тенкĕ таран. Ют çĕр-шывсенче кăларнисемшĕн çунмалли камери хупă пулсан 1343 тенкĕ, çунмалли камери уçă пулсан – 1123 тенкĕ. Вĕсене те çулталăкра пĕр хут пăхса яраççĕ. Шыв ăшăтакан хатĕрсене çулталăкра пĕр хут тĕрĕслеççĕ, хакĕ – 160-214 тенкĕ. Объект газ участокĕнчен мĕн инçĕшĕнче вырнаçнине кура 1-1,5 коэффициентпа усă ку-раççĕ.
Техтивĕçтерÿ тумалли килĕшÿ çук пулсан, газ оборудованийĕ ыйтнине тивĕçтермесен, газ оборудованийĕ патне тĕрĕслеме кĕртмесен газ парассине чарса лартма пултараççĕ.
Хушма информаципе «Канашмежрайгаз» филиалăн Патăрьелĕнчи газ участокĕнче çак адреспа паллашма пулать: Патăрьел ялĕ, Комаров урамĕ, 13 çурт, т. (83532) 6-12-26".