АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи призыв ыйтăвĕпе

07 апреля 2010 г.

Район пуçлăхĕ Николай Глухов Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕпе Валентин Лященкăпа тĕл пулнă.

Калаçура кăçалхи çурхи призыва çÿллĕ шайра ирттересси тĕп вырăн йышăннă. Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи 190 çамрăк çар ретне тăмалла. Призыв Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă вăхăтра иртнипе уйрăмах палăрса тăрать. Çавна май çамрăксем хушшинчи çарпа патриотла воспитани ĕçне палăрмаллах вăйлатни кирлĕ. Çак тĕллевпе салтака чаплă лару-тăрура ăсатассине, вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулассине анлăн туса пымалла.

Çав кунах призыв комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика