07 апреля 2010 г.
Патăрьел районне Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев килсе кайнă. Министр район пуçлăхĕпе Николай Глуховпа, Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-мĕш уйрăмĕн управляющийĕпе Мансур Ямалиевпа калаçнă.
Тĕл пулура Республика кунне уявлама хатĕрленнĕ май Патăрьелĕнчи стадиона туса пĕтерес, республикăри ял поселенийĕсен Спартакиадине ирттерес, çак мероприятисене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйтусене хускатнă.
Çавăн пекех районта физкультурăпа спорта аталантарас, физкультурăпа спорт ĕçне шкул ачисене çеç мар аслисене те ытларах явăçтарас, районти шкул ачисемпе ял поселенийĕсен спартакиадисене ирттерес пирки те чарăнса тăнă.
Район спортсменĕсене республикăри, Раççейри ăмăртусене ытларах хутшăнтарас, ку ĕçре шкулсенчи физкультура учителĕсен, спортшкул тренерĕсен рольне ÿстерес пирки те калаçу пулнă. А. АЛЕКСЕЕВ.