АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авăнар акара, савăнар вырмара

07 апреля 2010 г.

Çĕр ĕçченĕн хальхи вăхăтра тĕп тĕллевсенчен пĕри – çур акине тĕплĕн хатĕрленсе кĕске вăхăтра ирттерсе ярасси. Çанталăка пĕлме çук: çумăрĕ кăçал та пĕлтĕрхи пекех сахал çусан, çĕр типпе юлнипе мĕн акни йĕркеллĕ шăтмасан та пултарать. Кашни самантпа туллин усă курмалли, унсăрăн кĕркунне тупăш илейменни пирки сăмах пуçарчĕç «Исток» çĕр ĕç фирминче йĕркеленĕ семинар-канашлура. Фирмăра яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленнипе район пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, ял хуçалăх предприяти ертÿçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, агрономсемпе инженерсем те паллашрĕç.

Кунта элита, суперэлита вăрлăхсемпе кăна усă курма тăрăшаççĕ, пур культурăпа та ăна çителĕклĕ хатĕрленĕ. Сивве пула пĕтнĕ кĕрхисене çĕнетме запас та çителĕклех.

Техника паркĕ çĕнĕ тракторсемпе, кăкарса çÿремелли хатĕрсемпе пуян. Механизаторсем кирлĕ чухлĕ пур, вĕсене хăш хуçалăхра ĕçленине кăтартса çырнă спецовкăсемпе тивĕçтернĕ. «Хурçă утсене» юсама хуть хĕлле, хуть çулла ĕç условийĕ лайăх. Мастерской сивĕ кунсенче хутăнать, юсав пайĕсемпе тивĕçтерсех тăраççĕ.

Хуçалăхăн паркне, склачĕсене курса çÿренĕ хыççăн «Исток» çĕр ĕç фирмин директорĕ А. Илюткин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, кăçал мĕн-мĕн акма-лартма планланипе паллаштарчĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени кирлĕ чухлĕ ха-тĕрленине пĕлтерчĕ.

– Эпир паян тесен паян акана тухма хатĕр, çанталăк ăшăтасса кăна кĕтетпĕр, – терĕ Александр Леонидович.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕ Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче иртрĕ. Кунта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов та пулчĕ. АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков иртнĕ çулхи кăтартусемпе, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Районти 36 ял хуçалăх предприятинчен вăтăрăшĕ пĕрле 67 миллион та 731 пин тенкĕ тупăш кĕртнĕ. Ултă предприяти 7 миллион та 42 пин тенкĕлĕх тăкак курнă.

Ÿсен-тăран отраслĕнчен «Знамя», «Жизнь», «Тойсинская», «Дуслык», «Звезда», «Мир», «Чулпан» хуçалăхсемсĕр пуçне ыттисем çулталăка кассăна укçа кĕртнипе вĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче «Звезда», «Батыревский» хуçалăхсем, Патăрьелĕнчи чăх-чĕп кăларакан станци, «Корма» çĕр ĕç фирми рентабельлĕ ĕçленĕ.

– Сĕт-çу, аш-какай йÿнерех туса илес тесен çĕнĕ технологисемпе усă курма тăрăшмалла, çавăн чухне тин тупăшлă ĕçлеме май пур, – терĕ Мансур Минивелиевич хăйĕн докладĕнче.

Кăçалхи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем – 9176, çĕр улми – 2276, сахăр кăшманĕ – 50, пахча-çимĕç – 40, сухан – 66, куккуруза – 150, пĕр çул ÿсекен курăксем 2809 гектар, пурĕ пĕрле 26111 гектар йышăнмалла.

Çур аки ирттерме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ страхлакан фондпа 37816 центнер кирлĕ, 39526 центнер хатĕрленĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 85 проценчĕ кондициллĕ. Сутлăх тĕш тырă вăрлăхĕ – 1146, çĕр улмин 1727 тонна пур.

Яваплă тапхăра техникăсăр ирттерейместĕн. Ял хуçалăх техникин 65-90 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă. Дизель топливи – 81, А–76 автобензин – 45, дизель çăвĕ 43 процент пур.

Минераллă удобренисем 3260 тонна кирлĕ, хальхи вăхăта 1200 тонна кăна турттарса килнĕ.

Çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени сахалтарах хатĕрлени – пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри. Çанталăк никама та кĕтмест, апла пулсан ку проблемăпа çине тăрса вăй хумалли, акара вĕри апат 2-3 хутран кая мар çитересси, ĕç планне çирĕплетесси пирки те сăмах хускатрĕ М. Калмыков.

РФ Патшалăх Думин депутатне П. Семенова та ял хуçалăх ертÿçисем хăйсене хумхантаракан ыйтусем пачĕç.

Семинар-канашлура ЧР «Россельхозцентр» филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалист-эксперчĕ И. Васильев, ĕç сыхлавĕн инженерĕ Г. Крылов тухса калаçрĕç.

Çур акинче ячĕшĕн кăна мар, кĕркунне кĕлет тулли тыр-пул пухса илес тесе вăй хумаллине палăртрĕç канашлăва хутшăнакансем.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика