07 апреля 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров хăйĕн Указĕпе Сергей Анатольевич Гапликов Министрсен Кабинечĕн Председателĕнчен урăх ĕçе куçнă май отставкăна яма ыйтнине йышăннă. Çавна май Президент Министрсен Кабинетне отставкăна янă.
Н. Федоров Президент тепĕр Указĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – ЧР Сывлăх сыхлавĕн социаллă аталану министрне Нина Владимировна Суслоновăна хушнă.
Н. Федоров хăйĕн хушăвĕпе Сергей Гапликова Тав тунă.
С. Гапликова Раççей Правительствин аппарачĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ пулма уйăрса лартнă.