07 апреля 2010 г.
Çур аки пуçланиччен тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене, кăкарса çÿремелли хатĕрсене тĕпрен юсасан яваплă тапхăра кĕске вăхăтра ирттерес шанчăк та пысăк. «Труд» тата «Шанс» хуçалăхсенче те çаплах шухăшлаççĕ. Тракторсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Правленине хирĕç линейкăна тăратнă «хурçă утсенчен» чылайăшĕ çĕнĕ, механизаторсем хушшинче те çамрăксем чылай. Чи асли 40 çула яхăн тракторпа çÿрекен А. Тазуров. Кăçал тата тепĕр яш хушăнмалла. Патăрьелĕнчи професси училищинчен вĕренсе тухакансене хуçалăхрах хăварма, ĕçлеме условисем туса пама тăрăшаççĕ.
– Çамрăксене халь кивĕ тракторсем çине лартаймастăн, укçа тÿлемесен ĕçре те тытаймастăн. Техника паркне çуллен çĕнетсе пыма тăрăшатпăр, шалупа та кÿрентересшĕн мар, – тет «Труд» кооператив ертÿçи Н. Михайлов.
Тĕрĕслев витĕр 23 трактора кăларма палăртнă: кустăрмалли – 17, гусеницăлли – 6. Вĕсен хушшинче «Шанс» хуçалăхăн – 3, «Беларусь-1221» маркăллисем. Пурне те пĕлтĕр кăна туяннă.
Линейкăна тăратнă тракторсен тормоз тытаслăхне, фарăсен çутатаслăхне, аптечкăсен комплектлăхне, документсене Гостехнадзор инспекцийĕн районти инспекторĕ А. Думилин тата АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайăн специалист-эксперчĕ И. Васильев тĕплĕн тĕрĕслерĕç.
Механизаторсем тĕрĕслеве хатĕрленсе хăйсене шаннă «хурçă утсене» тĕпрен юсама тăрăшнă. Паллах, веçех лайăх тесе калаймастăн. Акă, хăш-пĕр тракторсенче аптечкăра кирлĕ япаласем пурте çук. Çывăх кунсенчех каланă çитменлĕхсене пĕтерме палăртрĕç. Ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, «Труд» кооперативра экономика кризисне пăхмасăрах техника патне тимлĕх уйăраççĕ.
– Малтан трактористсемпе пуху ирттеретпĕр, мĕнле юсав пайĕсем кирли пирки те калаçатпăр. Мĕн ыйтнине яланах тупса пама тăрăшнă, – тет хуçалăх ертÿçи Н. Михайлов. Вăл тракторсем патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр мĕнле шайра тухнине сăнаса тăчĕ. Ĕç стажне хăй те трактористран пуçланăран техника паркĕ уншăн пушшех те çывăх. Сăмах май, «хурçă утсене» тĕплĕн юсаса тăнинче хуçалăхри тĕп инженерăн Г. Митрофановăн та тÿпи пур.
Çур акине «Труд» хуçалăхра паян тесен паян тухма хатĕр. Кăкарса çÿремелли ял хуçалăх техникине пĕлтĕр тĕпрен юсаттарнăран кăçал хăш-пĕр çийĕнекен пайĕсене кăна ылмаштармалла. Çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, удобрени çителĕклĕ янтăланă. Механизаторсем икĕ сменăпа тăрăшмалăх та пур, акара тракторсем пушă ларасран хăрамалла мар. Ĕç планне йĕркеленĕ, хăш «хурçă ут» ăçти уйра ĕçлесси паллă.
Тĕрĕслев мĕнле иртнине пăхма хуçалăхра механизаторта вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнисем те тухнă. Техника вĕсене халĕ те интереслентерни тÿрех сисĕнет. Çĕнĕ, 130 лаша вăйĕллĕ «Беларусь-1211» тракторсене пăхса пĕр тĕлĕнчĕç, пĕр савăнчĕç.
Ял хуçалăх предприяти техникисемпе пĕрлех уйрăм çынсен тракторĕсене те çав кунах патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕç.
О. БЕЛЬДЕКОВА.