АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлĕве предметниксем параççĕ

07 апреля 2010 г.

340 ача куллен алăка уçса кĕрет Первомайскинчи вăтам шкула. Паралельлĕ классем вуннă. Вĕсене 34 педагог вĕрентет. Пиллĕкĕшĕ аслă, 25-шĕ – пĕрремĕш категориллĕ. Кунсăр пуçне курссенче пулаççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра ăсталăха ÿстермешкĕн дистанциллĕ вĕренме те май пур. Ку енĕпе Е. Степанова, Л. Романова, Е. Шагулова квалификацийĕсене ÿстерчĕç. Педагогсем пурте ставкăпа ĕçлеççĕ. Предметниксем. Çакă вара хăйех ĕçĕн тĕшши пуласса çирĕплетет те. Ахальтен мар алла аттестат илнисенчен çулленех 40 проценчĕ ытла аслă шкулсене вĕренме кĕрсе пыраççĕ. Пуçламăш классенченех çĕнĕ программăпа пĕлÿ пани те ачасене вĕренĕве йĕркеллĕ кĕрсе кайма пулăшать. Тăххăрмĕшĕнче вара професси суйласа илме пулăшакан предметсемпе вĕрентессине ытларах вăхăт уйăрма тăрăшатпăр. Ку енĕпе ачасемпе Н. Сорокина психолог уйрăмшарăн та ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕпе педагогсем пĕр шухăшра пулни пурнăç çулĕ çине тухакана çирĕп утăм тума пулăшатех.

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех хатĕрленетпĕр. Хатĕрленÿ курсĕсем йĕркеленĕ. Санкт-Петербургри инженерипе экономика университе-чĕпе çыхăну лайăх. Унти преподавательсем килсе консультаци пама та ÿркенмеççĕ. Экзамен пулакан кашни предметпах эрнере икшер сехет хушма заняти пулни те усăллах.

Ачасем те вĕренÿпе çеç лăпланса лармаççĕ. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслекен олимпиадăсене, конкурссене хутшăнаççĕ. Республикăри Вĕрентÿ министерстви йĕркеленĕ республикăри дистанциллĕ олимпиадăра, акă, И. Михайлов (вĕрентекенĕ Е. Кольцова) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Педагогсем ĕçре информациллĕ технологисемпе туллин усă кураççĕ. Интерактивлă доска, проекторсем, компьютерсем çителĕклĕ. Электронлă учебниксем пур. Вĕсен фондне май килнĕ таран шкул ÿстерсех пырать. Правительство енчен те вĕренĕве тимлĕх уйăрни сисĕнет. «Вĕрентÿ» наци программи пурнăçа кĕнĕ май тунă çĕнĕлĕхсем çакнах çирĕплетрĕçех.

Кăçал тата Вĕрентекен çулталăкĕ. Çакă та педагогсене хавхалантарать.

Вĕрентÿпе пĕрлех класс тулашĕнчи ĕçсене те туса пыма тăрăшатпăр. Спортпа оборонăллă массăллă ĕçсен уйăхлăхĕнче ăмăртусем нумай иртрĕç. Конькипе, йĕлтĕрпе ярăнса мала тухассишĕн старта тăчĕç. Условисем çителĕклĕ. Хоккей коробки пур. Пирĕн патăрта район шайĕнчи ăмăртусем те сахал мар пулаççĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май класс сехечĕсенче çак темăпа калаçусем йĕркелерĕмĕр. 8-мĕш «а» класра вĕренекенсем Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче пулчĕç.

Çарпа патриотла воспитани парас ĕçре музей та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пур-ха вăл пирĕн. Анчах çурчĕ япăх. Экспонатсем çителĕклех. Вĕсем юрăхсăра ан тухчăр тесен уйрăм çурт кирлĕ. Пулăшусăр хăпармасть вăл. Шкул историйĕ И. Ульяновпа, И. Яковлевпа та çыхăннă. Çав йĕрсене çухатас марччĕ.

Педагогика енĕпе илес пулсан учитель ветерансен ятарлă стенчĕ пур шкулта. Вĕсенчен хăшĕсем паянхи кун та тĕл пулусене килеççĕ, ĕçре усă курмалли ырă сĕнÿсем параççĕ.

Воспитани ĕçĕ – пĕрлехи ĕç. Аслă ăрурисен тĕслĕхне усă курса çĕнĕлĕхсене çул парса пымасан пурне те пурнăçа кĕртсе пыма çăмăлах мар. Программа кăткăслансах пырать пулин те вĕренес шут тытнă ача патне ăна туллин çитерме тăрăшать шкул коллективĕ.

В. ДИКИНА,

директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика