АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРĂНАТЬ ЯЛТА УЧИТЕЛЬ

07 апреля 2010 г.

Çăл Атăкри В. Ершов (ÿкерчĕкре) вĕрентекен пулмах çуралнă. Хăйĕн ĕмĕрне пĕтĕмпех çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшас, кайран та асăрхаса тăрас ĕçе панă. Ахальтен мар вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

В. Ершов 1932 çулхи кăрлачăн 25 – мĕшĕнче нумай (вуникĕ) ачаллă çемьере çуралнă. Çемьери иккĕмĕш ача пулнă. Пĕчĕккĕллех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Самана синкерлĕ, çемье йышлă пулнине пăхмасăр çамрăк Володя вĕренме тăрăшнă. Ашшĕпе амăшĕ те пĕлÿшĕн çунакан ачин кăмăлне хăварас темен, май килнĕ таран пулăшнă.

Вăтам шкул хыççăн Володя пĕр çул ялта пурăнать. Вăрçă хуçса хăварнă хуçалăха ура çине тăратма пулăшать. 1951 çулта Канашри учительсем хатĕрлекен института кĕрет. Унтан вĕренсе тухсан Самар облаçне, Исаклă районĕнчи Ново-Ганькино чăваш ялне шкула каять. Унта икĕ уйăх ĕçлесенех Владимир Ивановича çара илеççĕ. Шкулта, институтра пултарулăхне кăтартма ĕлкĕрнĕ Ершов кунта та малтисен ретĕнче пулать. “Пĕр хушă çарта та вĕрентекен тивĕçне пурнăçларăм. Киле килес умĕн кĕçĕн лейтенант званине илтĕм”, – каласа парать ватă учитель.

Çартан таврăнсан Владимир Ершов каллех педагог ĕçне кÿлĕнет: Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине пилĕк çул çурă вĕрентет. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика институтне историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Тăван кил, ял, шкул хăй патнеллех туртнине туйнă Владимир Иванович. Çавăнпах Йÿç Шăхаль шкулне ĕçлеме куçать. Ĕç ветеранĕн вĕрентÿри ăсталăхĕпе пултарулăхĕн чи çÿллĕ те ăнăçлă тапхăрĕ вăл – тăван Анат Тăрмăш шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтсем. Çакăнта Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсен ачисене вĕрентсе воспитани парса 30 çул (1964-1994 çç.) вăй хурать. Çĕршер хĕрпе каччăна пурнăç çулĕ çине тăратнă, пиншер урок ирттернĕ тата класс, шкул тулашĕнчи мĕн чухлĕ урок, çулçÿрев, поход, экскурси, экспедици ирттернĕ. Ачасемпе пĕрле Владимир Ивановичăн районта çитсе курман паллă вырăн, ял юлман. Вăл ертсе пынă класс шкулта яланах туслăхпа, матурлăхпа, вĕренес енĕпе палăрса тăнă, тăраççĕ те.

Учитель-ветерана хăйĕн пурнăçĕнчи асра юлнă самантсенчен чи çывăххине аса илме ыйтсан, Владимир Иванович нумай шухăшласа тăмасăрах Анат Тăрмăшĕнчи шкулăн çуртне туса пĕтерсе хута янă саманта куç умне кăларчĕ: «Ун чухне шкулта 340-350 вĕренекен, 16 класс-комплект пулнă. Вĕсене валли халь-халь ишĕлсе анас пек ларакан 7 класс кăначчĕ. Мачча каштисен айĕсене тĕревсем лартрăмăр. 9 класа ялти ватă карчăксен çурчĕсене, клуб, библиотека, медпункт пÿлĕмĕсене вырнаçтарса тухаттăмăр. Пысăк асаппа çурта 1969 çулта туса пĕтертĕмĕр».

Хăйĕн ĕмĕрĕнче Владимир Ивановичăн физкультура, истори, рисовани предмечĕсене те ертсе пыма тивнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчен пуçласа мĕн шкулпа сывпуллашичченех вара чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Вăл вăхăтра кăтартупа методика хатĕрĕсем çителĕклĕ пулман. Владимир Иванович пĕр урока та кăтарту хатĕрĕсемсĕр ирттермесчĕ. Вĕсем унăн кашни класс валли уйрăм çыхăраччĕ. Пурте хăй аллипе тунă, ачасен çул ÿсĕмĕпе пултарулăхне шута илсе йĕркеленĕскерсемччĕ. Чылайăшĕ паянхи куншăн та кивелмен, пĕлтерĕшне çухатман.

Ытти урокĕсем те хăйевĕрлĕхпе палăрса тăнă Владимир Ивановичăн. Вăрçă, тыл, ĕç ветеранĕсемпе паллă çынсем хутшăнатчĕç унăн урокĕсене. Мĕн чухлĕ ырă ĕмĕт, тĕллев, хавхалану çуратман–ши вĕсем. Тĕрĕслĕхпе чăнлăх, тăван çĕре, çĕр-шыва юратма, хисеплеме, сыхлама чĕнекен пурнăç урокĕсем пулнă вĕсем пирĕншĕн...

Владимир Иванович ăста предметник кăна мар, вăл пултаруллă таврапĕлÿçĕ, этнограф, очеркист. Районти “Авангард” хаçатра В. Ершов материалсем пичетлет. Атăк-Тăрмăш, Çĕньял тăрăхĕнче тăван тавралăх историне, ял, халăх кун-çулĕн вăрттăнлăхĕсене ун пек тĕплĕн пĕлекен çукпа пĕрех. Килти архивĕнче тăван тăрăх историйĕпе ĕç-хĕлне тишкерсе çырнă, пуçтарнă вуншар альбом упранать.

Владимир Иванович пикеннĕ ĕçе яланах вĕçне çитерме хăнăхнă. Вăл тăрăшнипех 1970 çулта шкулта краеведени музейĕ уçăлнă, чылай çул ăна хăйех ертсе пынă.

Н. ОСИПОВ,

филологи наукисен кандидачĕ, ЧППУн чăваш литератури кафедрин доценчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика