АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИЛЛĕКМĕШ МОРЯК çЕМЬЕНЕ САВĂНТАРАТЬ

07 апреля 2010 г.

Çĕньялта пурăнакан Петр Андреевичпа Мария Гавриловна Макаровсем пĕрлешнĕренпе кĕçех çур ĕмĕр çитет. Вĕсем пурĕ 4 ывăл тата 1 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ĕçчен çемье теççĕ Макаровсем пирки ялта. Тата тепĕр ырă ят пур вĕсен: моряксен çемйи.

Аслă ывăлĕ Геннадий 1982-1985 çулсенче Одесса облаçĕнчи Килня хулинче Тинĕс-çар пограничникĕсен чаçĕнче службăра пулнă. Дунай юхан шывĕ тăрăх караппа çÿренĕ, Суворов турккăсемпе çапăçнă вырăнсенче – Измаилта темиçе хут та пулнă.

Вăхăт çитсен унăн шăллĕ Андрей энерготехникум хыççăн çар тумĕ тăхăннă. Калининград хулинче тăракан Тинĕс-çар чаçĕнче водитель-связист пулнă. Тепĕр виçĕ кунтан (Андрее ăсатнă хыççăн) Макаровсен 3-мĕш ывăлĕн Владиславăн салтака кайма ят тухать. Ăна Ленинград хули кĕтнĕ иккен. Кунти флотра вăл малтан вĕренÿре пулнă, кайран водительре ĕçленĕ, адмирала турттарнă.

Геннадий Петрович Макаров 1986 çулта çемье çавăрнă. Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ маттур çитĕнчĕç. Аслă ывăлĕ Артем 2005 çулта Самара хулинчи юхан шыв техникумĕнче карап çинчи инженер-механик специальноçне алла илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах Хура тинĕс тăрăх темиçе ют çĕр-шыва та çитсе курнă. Ку вăхăт тĕлне 2-мĕш ывăлĕ Дима та шкул пĕтерсе ШĔМĕн вĕренÿ центрĕнче пĕр çул ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Иккĕшне те пĕр харăс çара кайма повестка параççĕ. Ноябрь уйăхĕнче 2008 çулта ăсату каçне ирттереççĕ. Анчах тем сăлтавпа Самарăри çар комиссариачĕ Артема тепĕр тапхăра хăварать, çуркуннехи призывпа çеç вăл çара каять. Шăпа тени пиччĕшĕпе шăллĕне (çур çултан!) пĕр çĕрте службăра тăма пÿрет: 2009 çулта вĕсем Калининград облаçĕнчи Балтийск хулинче тĕл пулаççĕ. Малашнехи служба вара вĕсен пĕр карап çинче иртет. Лăпкă океан, Балтика, Хура тинĕс, Çурçĕр флочĕсен «Хĕвелтухăç-2009» пĕрлехи вĕренĕвĕ вăхăтĕнче вĕсем Раççей Президенчĕн Д.А. Медведевăн саламне строя тăрса итленĕ. Кĕркунне Дима çартан таврăнчĕ.

Артем паянхи кун та çавăнтах службăра тăрать, минăсем шыракан тральщик çинче хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет. Çĕмĕрт çеçкене ларсан вăл та киле таврăнма хатĕрленет, шăллĕпе йăмăкĕ, аслашшĕпе асламăшĕ тата ашшĕ ăна куç пек кĕтеççĕ. Шел пулин те, 2003 çулта амăшĕ, Надежда Вячеславовна, ывăлĕсене çар тумĕпе кураймасăрах, чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Мĕн тери савăннă пулĕччĕ вăл маттур салтак-ывăлĕсемпе! Акă тин çеç Артемран çыру килчĕ, унпа пĕрле – тав çырăвĕ. I рангри капитан Геннадий Петровича çакăн пек ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тăвать, Артема çар хатĕрленĕвĕнчи пысăк çитĕнÿсемшĕн, профессиллĕ ăсталăхшăн, кăтартуллă дисциплинăшăн тата служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн командовани те, çарти юлташĕсем те хисепленине палăртать.

Макаровсен çемйинчи 5-мĕш моряк çитĕнĕвĕ ял-йыша та савăнтарать.

М. МАДЮКОВА. Çĕньял.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика