07 апреля 2010 г.
Тĕлĕнмелле çынччĕ Абделхай Касимович Арипов географи учителĕ. Ман чунра вăл çамрăклах юрату туйăмне çуратрĕ. Çак пысăк туйăмах мана учитель профессине алла илме пулăшрĕ. Унăн ĕçри таланчĕ, ачасемпе хутшăнма, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлни мана та çак çул çине тăратрĕ.
Вăл ирттернĕ географи урокĕсем паян та куç умĕнчен каймаççĕ. Класра питĕ нумайăнччĕ эпир, 39 вĕренекен! Тăхтавсенче класра кăткăсем пекех хĕвĕшеттĕмĕр. Класа А. Арипов килсе кĕрсенех пурте тÿрех шăп пулаттăмăр. Уроксенче шăна вĕçни те илтĕннĕ пуль. Калаçăвĕ унăн лăпкă, сыпăнуллă, ăнлануллă, çав вăхăтрах интереслĕччĕ. Унпа пĕрле эпир карттăпа инçе-инçе çул çÿреве тухаттăмăр.
Учителĕн пысăк та ăслă, ăшă куçĕсем паян та асран тухмаççĕ. Вĕсем çине эпир пĕр куç сиктерми пăхаттăмăр. Чылай чухне вăл уроксене географи площадкинче йĕркелетчĕ. Вăл районта чи кăтартулли шутланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ытти ĕçтешĕсем Абделхай Касимовичăн ĕç опычĕпе паллашма çÿренĕ. Анчах шел, унăн пурнăçне йывăр чир вăхăтсăр татрĕ. Паян та вĕсен ĕç династийĕ малалла тăсăлать. Мăшăрĕпе хĕрĕ те шкулта тăрăшаççĕ.
Эпĕ те хальхи вăхăтра тăван шкулта ĕçленĕшĕн, çамрăк чухнехи ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртнишĕн савăнатăп. Манăн хамăн ĕçре малашне те юратнă учителĕмĕн опытне тĕп вырăна хурса ĕçлес килет.
Г. САБИТОВА,
Тутар Сăкăтри вăтам шкулти биологи учителĕ.